Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр,çĕленсем!

27 июля 2020 г.

Çĕлен-калтапа çывăх пулни çынна ялан хăратать. Паян медянка (пăхăр çĕленĕ) çинчен калаçар. Ку йышши çĕленсене çĕр чăмăрĕн кашни кĕтесĕнче тĕл пулма пулать.

Куç умне чи малтан çак йышши çĕленĕн тĕсĕ тухса тăрать - çутă сăрăран пуçласа тĕттĕм хăмăр таран. Уйрăмлăхĕсенчен пĕри пуçĕ патĕнчи хупписем пăхăр пек çутатса тăни пулать. Пăхăр çĕленĕ ытларах чухне 70 см тăршшĕнчен вăрăмрах пулмасть. Анчах та унăн хул-çурăмĕ хăйне кура мар аталаннине палăртса хăвармалла. Çавăн пекех унăн пуçĕ ÿчĕпе пĕрлешсех ларнине палăртма пулать. Уйрăмлăхĕсенчен пĕри – куçĕ хĕрлĕ тĕслĕ пулни. Çавна пула пăхăр çĕлене «тухатмăш» тесе калани халăх хушшинче тĕл пулать.

Ку йышши çĕлен хăйĕн йăвине уçă вырăнсенче тăвать. Ытти çĕленсем пекех, хĕвел çинче хĕртĕнсе выртма юратать. Каласа хăварар, хăйне валли апат шырама та ытларах чухне кăнтăрла юратать. Хутран-ситрен кăна пăхăр çĕлене çĕрле курма пулать. Хăйĕн йăви патне çав тери çывăхланать, яланах унта пурăнма пултарать, çавăнпа та хăйĕн «кил-çуртне» пăтратнине юратмасть. Çĕлен хăй пĕчĕк пулнине кура шăшисем, шăна-пăвансем çиет. Чи илĕртÿлли вара уншăн калта шутланать. Хăй ытла çаврăнăçуллă пулман пирки хăш чух апатсăрах юлма та пултарать пăхăр çĕлен. Ÿт тĕсĕ курăк-çулçăпа пĕр пек пулнипе усă курса вăл хăйĕн апатне ун хушшинче вăрах кĕтме пултарать, тытсан вăйлă аталаннă хулçурăмĕнчен нимĕнле калта та тараймасть. Ученăйсем сăнанă тăрăх, çĕлен вар-хырăмĕнче виçĕ-тăватă калта таринех упраннине те сăнанă.

Пăхăр çĕленĕ сăхни вилĕмлĕ пулни сайра-хутра кăна пулать, хăйĕн пурнăçне хÿтĕлеме лекнĕ тĕслĕхсенче.

 

ПИРĔН КОРР.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика