27 июля 2020 г.
Халăх сывлăхне упрасси ялан чи кирлĕ ыйтусенчен малти шутланать. Çак енпе Раççей Федерацийĕ Патшалăх Думи Ĕç кодексне çĕнĕлĕхсем кĕртет.
Нумаях пулмасть йышăннă саккун 40 çултан иртнĕ граждансене кашни çулах диспансеризаци тухма канмалли кун памаллине палăртнă. Малтанхи саккунпа канмалли кун виçĕ çулта пĕррĕ пулнă. Шалу укçине те чакармалла мар тесе йышăннă. Канмалли кун илес тесен, сывлăх сыхлакан учрежденинчен диспансеризаци тухнă тесе пĕлтерекен хут илмелле.
Мĕне кирлĕха çакă саккун. Хăш-пĕр ĕç паракансем ĕçлекенсене тухтăрсем патне кайма час-часах вăхăт памаççĕ, çынсем хушма канмалли кун илсе ĕç-укçи шайне чакараççĕ. Çавна пула нумайăшĕ диспансеризаци ирттерес мар теççĕ. Анчах-та диспансеризаци тăтăшах иртни – вилĕмлĕ хăрушă чирсен малтанхи сăлтавĕсене тупса палăртмалли салук. Асăннă саккун пирĕн граждансен сывлăхне сыхласа хăварма тата пурнăç тăршшĕне ÿстерме пулăшĕ.
Хăвăра сыхлăр, сывă çÿрĕр!
И. ПЕТРОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)