27 июля 2020 г.
Аксарин ял хутлăхĕ пушар машини тытса тĕрать тесе пĕлтернĕччĕ эпир хаçат страницисем çинче. Анчах та кашни техникăна хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса ĕçлеттерме ятарлă курав витĕр кăлармалла. Ку ĕçе пурнăçлама вара укçа-текĕ кирлĕ.
Хăйсен кăмăлĕпе пушар хуралĕнче тăракан Аксарин çыннисем пушар машинине çак кунсенче юсавлăх куравĕ витĕр кăларчĕç. Çак ялта пурăнакан А. Кокшев, хăй те водитель пулса ĕçленĕ май , машинă валли кирлĕ запчаçсем тата мотор çăвĕ туянса пачĕ. Г. Захаров, А. Семенов, В. Никитин, Ю. Осипов, В. Якимов, А. Никитин пултаруллă ял çыннисем пушар машинине «сыватрĕç», кирлĕ юсав ĕçĕсене пĕрле ирттерчĕç Палăртса хăварар, ял хутлăхĕнче тытса тăракан пушар машинисем ялти çынсен пуçарăвĕсем çинче тытăнса тăраççĕ.
В. ОСОКИН.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)