27 июля 2020 г.
Федераллă çăмăллăхçисен шутне Аслă вăрçă ветеранĕсем, боевой ĕç ветеранĕсем, вĕсен тăлăх арăмĕсем, радиаци катастрофине хутшăннисем кĕреççĕ.
2020 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен сусăр çынсен тата федераци çăмăллăхçисен ытти категорийĕсен 2021 çулта социаллă пулăшу ĕçĕсене çĕнетни çинчен е килĕшменни çинчен заявлени çырмалла Раççей Федерациĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, заявленине социаллă пулăшу эквивалентне улăштарас тесен е çĕнĕрен илес тесен халаллас пулать.
Заявленисене Пенси фондчĕн сайтчĕ (www.pfrf.ru) çинче, районти Пенси фончĕнче малтан черете тăрса çырма пулать.
Социаллă пулăшу хакĕ çулсерен пысăкланать, паянхи куна 1155 тенкĕ те 6 пус: çакă шутра эмел хакĕ 889 тенкĕ те 66 пус, санаторисенче канмалли пайĕ – 137 тенкĕ те 63 пус, хула çывăхĕнче поездсем çинче тÿлевсĕр çÿремелли пайĕ – 127 тенкĕ те 77 пус.
Тĕплĕн шухăшласа тĕрĕс йышăну тăвăр, ан манăр.
И. ЛЕОНТЬЕВ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)