27 июля 2020 г.
Кашни çын пурнăçĕ суту-илÿ отраслĕпе тачă çыхăннă. Кунсерен кирлĕ таварпа тивĕçтерме суту-илÿ сферинче вăй хуракансем ырми-канми тăрăшаççĕ.
Чăваш Республикин пот-ребкоопераци пĕрлешĕвĕ таварсен рынокĕн шайлаштарулăхне тивĕçтерес, «пĕр утăмри» лавккасем, пасарсем уçас енĕпе тĕллевлĕ ĕçлет. Районсенче те ку ĕçе халăха кирлине шута илсе пурнăçласа пыраççĕ. Чăвашпотребкоопераци шайĕнче вăй хуракан Октябрьски райповĕ тавар туянакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе тĕрлĕ çул-йĕрпе ĕçлет. Вĕсенчен пĕри – пурлăхпа техника базине çĕнетсе пырасси. Совет ертÿçи Радим Почемов каланă тăрăх, асăннă ĕç организацинче хăрушсăрлăх йĕркине кирлĕ шайра тытса пыма май парать.
«Юсав ĕçĕсем ирттернĕ, оборудовани кăлтăксăр ĕçлекен лавккара, паллах, сутуçă кăмăллă та тухăçлă ĕçлет. Паянхи куна Октябрьски райпоне кĕрекен «Вечерний» лавккинче юсав ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Суту-илÿ лаптăкне анлăлатас, çуртăн виттине улăштарас енĕпе ĕçсем вĕçленнĕ. Хальхи тапхăрта çурта тулашĕнчен илемлĕ те пахалăхлă материалпа сăрассипе тăрăшаççĕ.
Çавăн пекех палăртса хăварар, Чăваш Республикин Комплекслă аталананăвĕн программине ĕнер Аслă экономика Совечĕн ларăвĕнче йышăнса хăварнă. Унăн тĕллевĕсене халăх хушшинче анлăн сÿтсе яврĕç. Ку программăпа пăхса хăварнă утăмсем халăхăн пурнăçне çĕнĕ улшăнусем кĕртессе шансах тăратпăр. Хамăрăн отрасле илсен, тавар çаврăнăшне ÿстерес, çĕнĕ йышши технологипе усă курса халăха пахалăхлă таварпа тивĕçтерес ĕçе малалла тытса пырассинче куратăп»,- терĕ Радим Вячеславович.
Райпо тытăмĕнче тăракан объектсем çĕнелсе пыни сăмахпа калани кăна мар. Эпир хамăрăн хаçатра Карапаш ялĕнчи лавккара юсав ĕçĕсем иртни пирки çырнăччĕ. Хальхи вăхăтра унта пĕтĕм юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ. Сăн-сăпатне улăштарнă суту-илÿ çурчĕ тавар туянакансене кунсерен пахалăхлă та кирлĕ таварпа тивĕçтерет.
О. ЕФРЕМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)