27 июля 2020 г.
Ĕнер республикăра коронавирус чирĕпе çыхăннă лару-тăрăва тимлесе тăма йĕркеленĕ оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерстви кăтартăвĕсем тăрăх, «кăшăл» вирусĕпе чирлекенсен шучĕ 2898 çын, сывалнисем 3485 çын шутланаççĕ.
Патшалăх надзорĕн управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская ку кăтартусемпе килĕшменни çинчен пĕлтернĕ. Кунсерен 20-30 çын усал чиртен чĕрĕлнине шута илсен, сывалнисем нумайрах пулмалла. Çавна май вăл статистикăна тепĕр хут тĕплĕн тишкерме сĕнчĕ.
О. ОЛИВАНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)