27 июля 2020 г.
Пирĕн районта выльăх валли апат хатĕрлес ĕç малалла пырать. Ял хуçалăх организацийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсенче нумай çул ÿсекен курăксене хатĕрлесси тăсăлать.
Эрне пуçламăшĕнче районта 4202 га çинче, е пĕтĕм лаптăкăн 92,5 процентне çулнă.
Хуçалăхсенче утă хатăрлессине плана кĕртсе хăварнинчен ытларах пурнăçланă. Мĕнпурĕ 3823 тонна (планланин 138,6 проценчĕ) паха апат хатĕр.
Çавăн пекех хуçалăхсем силос 900 тонна, сенаж 3300 тонна хатĕрленĕ. Ку ĕç малалла пырать. «Смак-Агро», «Агрофирма Атлашевская» тулли мар яваплăхлă организацисенче тата Галошев В.Н. хресченпе фермер хуçалăхĕнче кĕрхи культурăсене акса хăварас тĕллевпе çĕрсене хатĕрлеме пуçланă. Хатĕрлев ĕçĕсене 550 га лаптăк çинче туса ирттернĕ.
Ф. ЗЕЙНЕТДИНОВ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)