27 июля 2020 г.
«Маншăн алă пуснă çынсен шучĕ регламентпа пăхнинчен чылай ытларах пулни питĕ кăмăллă. Эпĕ вĕсене пурне те тав тăватăп. Çапах ку — суйлав кампанийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ çеç. Умра — пысăк та яваплă ĕç, кандидатсен хушшинче çивĕч конкуренци пуçланать. Хальхи вăхăтра эпĕ Чăваш Республикин çитес пилĕк çулхи аталану программине тăратма хатĕрленетĕп. Ăна республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене тĕпе хурса хатĕрлесшĕн, çавăнпа унта кашниех хăйĕншĕн мĕн те пулин пĕлтерĕшлине тупма пултарать. Программăра Чăваш Енри 26 районпа хулан интересĕсене шута илĕпĕр»,— терĕ Олег Николаев.
Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх, кандидатсен пурин те хăйсемшĕн алă пуснисене тата ытти документа утă уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 18 сехетрен кая юлмасăр килсе памалла пулнă. «Кандидатсен муниципалитетсенчи депутатсем, хăй тĕллĕн кандидата тăнисен çавăн пекех çынсен алă пуснисене панă. Документсен шутĕнче пĕрремĕш финанс отчечĕ те пулмалла,унта кандидатăн суйлав фончĕн тупăшĕсемпе тăкакĕсене кăтартмалла. Кандидат пирки калакан кăтартусенчи улшăнусене пĕлтермелле. Саккунпа килĕшÿллĕн, регистрациленмешкĕн документсем панă чухне Пуçлăх пулас текенĕн Федераци Канашĕн членĕн виçĕ кандидатурине палăрт-малла, шăпах вĕсенчен пĕри Чăваш Республикин интересĕсене РФ саккун кăларакан органĕн çÿлти палатинче хÿтĕлĕ»,— ăнлантарчĕ Александр Цветков. Вăл ĕç ушкăнĕ кандидатсен докуменчĕсене 10 кунран кая юлмасăр тĕплĕн тĕрĕслессине пĕлтерчĕ. Çапла вара 10 кун иртсен Тĕп суйлав комиссийĕ ЧР Пуçлăхĕ пулас текен кандидатсен ят-хушаматне пĕлтерĕ.
Олег Николаев РФ Федераци Канашĕн членĕ пулмашкăн Федераци Канашĕн членĕн Николай Федоровăн, РФ Патшалăх Думин Алена Аршиновăн тата ЧР Хисеплĕ гражданинĕн, РФ Геройĕн Николай Гавриловăн кандидатурисене суйланă. «Вĕсен республикăна федераци шайĕнче тивĕçлĕн кăтарт-ма, регионăн интересĕсене хÿтĕлеме пултармалла, пирĕн пуçарусене Раççей патшалăх влаçĕн органĕсенче хÿтĕлеме тăрăшмалла», — уçăмлатрĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.
О. СЛАВИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)