27 июля 2020 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăн 2020-2025 çулсенчи аталанăвĕн Комплекслă программин проектне сÿтсе явас енĕпе йĕркеленĕ анлă канашлăва Шупашкар хулин администрацийĕнче хутшăннă.
Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков палăртнă тăрăх, программа шайĕнче хула территорийĕнче инфратытăма аталантарма витĕм кÿрекен 87 проекта пурнăçлама пăхса хăварнине, вĕсене валли 50 мил. тенкĕ тăкаклама тĕллев лартнине хыпарланă.
Сывлăш гаваньне юсаса çĕнетес тата виççĕмĕш транспорт çур ункине тăвас енĕпе тăвакан проектсем тĕп хулашăн чи пысăк тата çивĕч шутланнине асăннă вăл. Ку ыйтусене регион тата федераци шайĕнче пулăшнипе кăна татса пама пулать тесе каланă ертÿçĕ. Пысăк калăпăшлă укçа-тенкĕрен çул-йĕр инфратытăмĕн объекчĕсене тăвас, юсаса çĕнетес, картишсене, общество территорийĕсене тирпей-илем кĕртес тата ытти ĕçсене пурнăçлас енĕпе лартнă тĕллевсене пурнăçлама палăртнă.
Комплекслă программа пайĕнче çавăн пекех хулан 98 коммерци проектне 94 мил. тенкĕ шута илнĕ. Вĕсен шутне «Трактор завочĕсем», «АККОНД» АО, «ЭЛАРА» тата Чапаев ячĕллĕ завод производствине çĕнетес тата анлăлатас енĕпе проектсем кĕнĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пĕтĕмлетÿ тунă май, программăна ĕçе кĕртекенсене пурне те тав тунă. Çавăн пекех вăл паянхи пурнăç таппинче республика умĕнче тăракан тĕллевсем пирки чарăнса тăнă, çитĕнÿсем тума пулăшакан майсемпе паллаштарнă.
«Ман шутпа, программăна лайăх хатĕрлесе çитернĕ. Пĕтĕмĕшле асăннă программăра территорисене комплекслă аталантарма чылай ĕç пăхса хăварнă. Кунта комплекслă аталану шайĕнче пурăнмалли хваттерсене, социаллă, культура учрежденийĕсемпе тивĕçтермелли инфратытăма аталантарма тата çĕнĕ стандартсемпе тивĕçтермелли ĕçсене вăй илтерме палăртнă», – тенĕ регион Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ.
ЧРПА пресс-служби.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)