Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтерĕшлĕ тĕлпулу

27 июля 2020 г.

Виçĕмкун Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Николаевич Мустаев «Газпроммежрегионгаз Чебоксары» тулли мар яваплăхлă обществă ертÿçипе Кияметдин Садыртдинович Мифтахутдиновпа тĕл пулчĕ.

Ĕçлĕ тĕлпулу Атăлçи ял хутлăхне кĕрекен Пущино ялĕнче туса пĕтернĕ объектра иртрĕ. Паянхи куна кунта тĕп газопровод йĕркеленĕ. Ялта халĕ 40 пурăнакан кил-çурт, хăшĕ пĕрисем кăçалах «сенкер» çулăмпа киленме пултараççĕ. Çавăн пек пысăк та питĕ кирлĕ ĕçе тунăшăн çынсем тав тăваççĕ. Ĕç хакĕ 2,5 млн.тенкĕ, укçа-тенкине республика программи шайĕнче уйăрса панă. Тĕлпулăва хутшăнакансем районти пĕчĕк ялсене газификацилес ыйтусене те, усă курнă газ парăмĕсене мĕнле татассине те сÿтсе явнă.

Ĕçлĕ тĕлпулу вĕçленнĕ хыççăн Кияметдин Садыртдинович ЗАГС уйрăмне тата районти таврапĕлу музейне кĕрсе курчĕ, пирĕн районта ирттернĕ çамрăклăх çулĕсене аса илчĕ.

И. ПЕТРОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика