11 июня 2020 г.
Кашни çулах çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тĕнче официаллă çирĕплетмен уява паллă тăвать. Çынсем хăйсен çывăх юлташĕсене «Тус кунĕпе» саламлаççĕ, вĕсене ăшă сăмахсем калаççĕ, тĕнчере пурришĕн тав тăваççĕ.
Тĕнчере туслăх пурри çынсен хутшăнăвĕсене çирĕплетсе, вĕсен пурнăçне савăнăç кĕртме май парать, çавăнпа та уява культура учрежденийсенче те паллă тăваççĕ. Шуршăл ялĕнчи Культура çурчĕ те унран пăрăнса юлмарĕ. Унта «Эпĕ, эсĕ, вăл-пĕрле эпир-юлташсем» савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта Культура çурчĕ çумĕнчи кружока çÿрекенсем пĕр-пĕрне хисеплесе, килĕшÿпе савăнăçра пурăнасси пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартма тăрăшрĕç. Вĕсем сăвăсем вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç.
Çав вăхăтрах культура ĕçченĕсем Раççей кунне малалла хатĕрленчĕç. Раççей гимнне, çав вăхăтрах «Звездный», «Галактика» ташă ушкăнĕсен тата «Горошинки» вокал ушкăнĕн видео çине çыртарчĕç.
Ачасем пĕр-пĕринсĕр тата Культура çурчĕсĕр тунсăхласа çитни аванах курăнчĕ. Вĕсем палăртнă номерсене чунтан-чĕререн калăпларĕç, пĕр вăй та шеллесе тăмарĕç.
Е. ТЕРЕХОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)