08 июня 2020 г.
«Халăх контролĕ» портал республикăра пурăнакансен цифрă пĕлĕвĕсене çитĕнтерме май парать, унсăр пуçне патшалăхпа граждăнсен хутшăнăвĕсене çăмăллатать.
Çакăн йышши порталсем пурри вуншар инстанцие кайса унта кунĕ-кунĕпе черетре тăрса вăй пĕтерессинчен хăтарать. Унпа усă курма нумай та кирлĕ мар. Кăштах компьютер пĕлни тата тимлĕ пулни çителĕклĕ пулĕ. Ăна сирĕн шухăша шута илсе, эсир пурăнакан вырăнти йывăрлăхсене палăртма тунă та.
Порталпа усă курса эсир вырăнти проблемăсене яваплă органсем патне çитерме пултаратăр, кунтах ăна мĕнле татса панине контроль туса тăрайратăр.
«Халăх контролĕ» сире хăвăр пуçаруллăха кăтартма май парать. Çакăн йышши порталсем эсир палăртнă кăткăс ыйтусен хуравĕсене тупма пулăшаççĕ.
И. ЭТМЕНЬ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)