Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхе ан çухатăр

08 июня 2020 г.

Юлашки кунсенче çанталăк самаях ăшăтрĕ,çакна кура ялсемпе хуласенче пурăнакансенчен чылайăшĕ вăрмансем хĕррине вăхăта уçă сывлăшра ирттерме туртăнаççĕ. Анчах каннă чухне те тимлĕх çухатмалла мар, хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмалла. Паллах çуллахи вăхăтра чи пысăк хăрушлăх вăл - сăвăс тăрăнса ларни.

Çак пысăках мар кăпшанкă сывлăха пысăк сиен кÿме пултарать. Юн ĕмнипе пĕр танах вăл çынна энцефалит, зоонос, тулерямия тата ытти чирсем ертет. Кану ăнăçлă анчах пултăр тесе мĕн тумалла-ши.

Канма каяс умĕн ÿтпĕве хуплакан тум-тир тăхăнмалла, çанă е йĕм вĕçĕсене перчетке е нуски айне пытармалла. Мăйпа пуçа та хÿтлĕхре тытма тăрăшмалла. Ура çине тăрсан хăвăра тепĕр хут тĕрĕслемелле.

Сăвăс тупрăр пулсан вара хăрава кĕрсе ÿкмелле мар. Вăл ларакан вырăна шыв е пуснă çу сĕрмелле, унта каснă шприц пайне лартса поршенĕ çÿлелле туртмалла. Сывлăш пусăмне пула сăвăс кăна мар, вăл организма кĕртнĕ сиен веществосем те каялла тухĕç. Кăларнă хыççăн сăвăса вĕлерме е пăрахма юрамасть, ятарлă хутаçа чиксе лабораторие кайса памалла. Çаплах ăна ятарлă лассопа, дезинфекциленĕ йĕппе е çиппе кăларма пулать. Иккĕленÿсем ан пулччăр тесе тепĕр 10 кунтан боррелиоз е энцефалит чирĕсем çине анализ памалла. Икĕ эрне иртсен палăртнă вируссене хирĕç кĕрĕшме пулăшакан антителасем пуррине е тухтăрсем палăртнă диагноза çирĕплетме май паракан анализссем памалла. Çаплах вăл иммунитет çирĕплĕхне тĕрĕслеме май парĕ.

 

И. ДЕРЮЖИН.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика