08 июня 2020 г.
Чăваш Республикинчи Раççей чрезвычайлă лару-тăру министерствин тĕп управленийĕн пĕчĕк виçеллĕ карапсемпе ĕçлекен Патшалăх инспекцийĕн Сĕнтĕрвăрринчи инспектор участокĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнче канас текенсене тепĕр хут асăрхаттарать: çуллахи вăхăтра путакансен шучĕ пысăк пулнине манмалла мар.
Ытларах чухне инкек çынсем йĕркене пăхăнманнишĕн пулать. Çавăнпа та шыва кĕрес умĕн специалистсем палăртнă хăрушлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла. Вăл сывă çынсемшĕн кăна усăллă, çавăнпа та малтан врачпа канашланмалла. Пĕрремĕш хут шыва чăмас тетĕр пулсан лăпкă, çилсĕр çанталăка кĕтсе илĕр. Сывлăш 20-23 градус таран ăшăнмалла, шыв вара- 17-19 градусран каярах пулмалла мар. Шыва кĕмелли чи лайăх вăхăт ирхине (8-10 сехет хушшинче) тата каçпа (17-19 сехет хушшинче). Апатлантăр пулсан вара сехет е пĕр сехет çурă хушши кĕтсе илĕр.
Атăл-пысăк юхăмлă юханшыв, уйрăмах вăл пирĕн район территорийĕнче хăвăртланать. Çакна пула кунти шыв хăвăрт ăшăнса çитеймест. Ун çăралăхĕ те сивве ытларах тытать. Тĕслĕхрен,чи çăра вырăнсенче Атăл температури 4 градусаран ытларах хăпармасть. Çуллахи вăхăтра юханшывăн çÿлти сийĕсем кăна ăшăнаççĕ. Тарăн вырăнсенче вара сивĕ. Конвекци иртмест. Вăл çуккипе шывра тĕрлĕ температура тăрать. Çак сăлтавпах çуллахи вăхăтра юханшыв тĕпĕнче çăралăх пысăкрах, хĕлле вара-çийĕнче.
С. ВАСИЛЬЕВ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)