08 июня 2020 г.
Кăçал пирĕн Республика Чăваш автономи облаçĕ йĕркелени 100 çул çитнине палăртать. Юбилей кунĕ шайĕнче Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕнчи культура учрежденийĕсем дистанциллĕ майсемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ, пултарулăх конкурсĕсем, куравсем, акцисем. Чиперуй ял клубĕнчи культура ĕçченĕ Дина Афанасьева ял çыннисем хушшинче «Кил илемĕ» онлайн – конкурс йĕркеленине пĕлтерчĕ. Надежда Витальевна Афанасьева, Рена Егоровна Александрова, Вячеслав Александрович Филиппов хăйсен ĕçĕсене ярса пама ĕлкĕрнĕ ĕнте. Конкурс çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕччен пулать, хутшăнакансене пурне те сертификат параççĕ, çĕнтерÿçĕсем диплом илĕç. Пурне те конкурса хутшăнма чĕнетпĕр.
Д. ВЕНЯМИНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)