08 июня 2020 г.
«Ростелеком» ПАО патшалăх котракчĕн шайĕнче Чăваш Республикинчи социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене «Интернет» сетьпе тивĕçтерес ĕçе малалла тăсать. Хальхи вăхăтра кампани специалисчĕсчем республикăри вĕренÿ учрежденийĕсем патне çитиччен оптика волокон линийĕсене хываççĕ. Ку ĕç шкулсене пысăк хăвăртлăхлă интернетпа тивĕçтерес тĕллевпе йĕркеленет.
Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци проекчĕн «Информаци инфратытăмĕ» регион программи шайĕнче пурнăçлаççĕ. Унпа килĕшÿллĕн, 2020 çулта республикăри 110 объект патне хăвăртлăхлă интернет çыхăну çитĕ.
Палăртса хăварар, 2021 çул вĕçнелле çакăн йышши çыхăну линийĕсем пин ытла шкула, ял администрацийĕсене, фельдшерпа акушер пункчĕсене, пушар хуралăн объекчĕсене хăвăртлăхлă интернетпа тивĕçтерĕç. Проектпа çавăн пекех вырăнсенче çыхăну тĕввисем тума палăртнă.
«Ростелеком» ПАОн Чăваш Енри филиалĕ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)