08 июня 2020 г.
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕ «Вăрçă ачисем» удостоверенисемпе тивĕçтерме граждансенчен заявленисем йышăнма пуçланă. Удостоверенине 1927 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕччен совет Союзĕнче çуралнă, халĕ Чăваш Республикинче пурăнакан граждансем илме тивĕç пулаççĕ. Заявлени çумне çак хутсем хушăнаççĕ, çын ăçта тата хăçан çуралнине, ăçта пурăннине çирĕплетекен документсен копийĕсем/ уполномоченнăйăн полномочийĕсене çирĕплетекен документсен копийĕсем. «Вăрçă ачисен» çитес пулăшу мерисене илме май пур, стационар формипе ĕçлекен социаллă пулăшу ĕçĕсен организацийĕнче ыттисенчен меллĕрех йышăнмалла/ килте паракан пулăшу черетсĕр пулмаллаĕ Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органне пăхăнса тăракан сывлăх сыхлакан учрежденийĕсен пулăшăвĕ черетсĕр пулĕ.
Социаллă пулăшу мерине удостоверенипе паспорт кăтартсан параççĕ.
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи социаллă хÿтлĕх паракан пайĕ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)