Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пассажирсен сывлăхне упраса хăварма

08 июня 2020 г.

Кашни кун обществăлла транспорт пĕр районтан тепĕр района çĕршер çын турттарать. Паллах, автобуспа çурекенсен кашнийĕнех хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ, кашниех кун хушшинче темĕн чухлĕ çынпа хутшăнать. Кăшăл вирусĕ сарăлнă вăхăтра çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Юнашар е хирĕç ларакансенчен пĕри вирус «илсе çÿреме» те пултарать-çке. Çавăнпа та иртнĕ эрнере куçса çÿрекен ушкăнсем автобуссемпе маршрурткăсем çинче тĕрĕслев ирттерме тытăнчĕç.

Юнкун палăртнă ушкăнсенчен пĕри 3-мĕш («Коновалово-Кукашни») 5-мĕш («Чермĕш - Сбербанк»), 166-мĕш («Сĕнтĕрвăрри-Турханкасси-Сĕнтĕрпуç-Сĕнтĕрвăрри») 140-мĕш («Сĕнтĕрвăрри-Шанарпуç») 244-мĕш («Çĕнĕ Шупашкар-Сĕнтĕрвăрри-Кушник») 222-мĕш («Çĕнĕ Шупашкар-Сĕнтĕр-вăрри») тата 113-мĕш («Сĕнтĕрвăрри-Шупашкар») маршрутсемпе çÿрекен машинăсенче ĕçлерĕ.

Ушкăн пайташĕсем пассажирсем маска режимне еплерех пăхăннине, водительсем дезинфекцилекен хатерсем илсе çÿренине тата автобус-маршруткăсене çынсене нормăна пăхăнса лартнине тĕрĕслерĕç. Унсăр пуçне водительсемпе те, пассажирсемпе те профилактика калаçăвĕсем иртрĕç.

Çав кунах ушкăн Сĕнтĕрвăрринчи диспетчерствăпа кассă пункчĕнче пулчĕ. Унта та, кунта та сыхлав мерисем пирки аса илтерекен паллăсем вырнаçтарчĕ. Вĕсенче специалистсем сывлăх сыхлавĕн мерисене палăртнă.

Ушкăн ĕçĕ малалла тăсăлать.

 

И. ЭТМЕНЬ.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика