08 июня 2020 г.
Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева тата Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов Сĕнтĕрвăрринчи Н. А. Геркен ячĕллĕ районти тĕп больницăна ĕçлĕ çулçÿревпе çитрĕç.
Районти Н.А. Геркен ячĕллĕ тĕп больницăн тĕп врачĕ Маргарита Николаевăпа хăнасем больница ĕçченĕсемпе калаçу ирттерчĕç. Ун вăхăтĕнче кăшăл вирусĕпе çыхăннă лару-тăрăва тата хавхалантаракан тÿлевсене сÿтсе яврĕç.
«Район больницинче индивидуаллă хÿтĕлев хатĕрĕсем çителĕклĕ. Врачсене кирлĕ йышши препаратсемпе, оборудованипе тата палăртнă средствăсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсен запасĕсене кунта вăхăтра тултарса пыраççĕ»,-палăртрĕ район больницин тĕп врачĕ.
Организмри вируса тупма тестировани аван пулăшать. Врачсем ăна ирттерес йĕркене те палăртнă. Пурĕ район гражданĕсенчен 371 мазок ĕлки илнĕ.
Юлашкинчен Алла Салаевăпа Владимир Степанов врачсене кăçалхи йывăр лару-тăрура харпăр хăйне шеллемесĕр ĕçленĕшĕн тав турĕç, вĕсем коронавируспа кĕрĕшес ĕçĕн пĕрремĕш ретĕнче тăнине палăртрĕç, вĕсене сывлăх тата ăнăçу сунчĕç.
И. ДЕРЮЖИН.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)