Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çимĕке килте кĕтсе илĕр

08 июня 2020 г.

Шел пулин те кăçал Çимĕк уявĕпе çыхăннă мероприятисене килте ирттерме тивет. Пирĕнтен уйрăлнă тăвансене асăнма масар çине кайма юрамасть.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче кăларнă 92-мĕш номерлĕ указĕпе килĕшÿллĕн уйрăм распоряженичен масарсем хупăнаççĕ, вĕсем патне каякан çулсем çинче вара патрульсем тăрĕç.

Хăвăр тата хăвăрăн тăванăрсен сывлăхĕ пирки ан манăр. Эсир патшалăх кĕртнĕ режима пăхăнмасан чирлекенсен шучĕ кĕске вăхăтрах ÿссе кайма пултарать, вĕсен шутĕнче эсир юратакан çынсем те пулма пултарĕç. Çакна çирĕп астăвăр!

Сăваплă куна килте кĕтсе илĕр, çут тĕнчерен куçса кайнă çывăх çыннăрсене хăвăр хушăра асăнăр.

 

И. ИВАНОВ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика