08 июня 2020 г.
Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕпе Николай Федоровпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Сумлă ертÿçĕсем Чăваш Республикин аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сÿтсе явнă. Тĕнчере алхасакан коронавирус амакĕ çинчен те сăмах хускатнă, çирĕп йĕркерен тапхăр-тапхăррăн тухса пырассине сÿтсе явнă.
«Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче палăртакан паллă уявсене, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисене те кирлĕ пек шайра ирттерме тĕллев лартатпăр. Çĕнтерÿ Парадне те чыслăн хатĕрленетпĕр», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев.
Ертÿçĕсем Варнава пирки те асăнса хăварнă. «Владыка халалĕсене халăх ырлăхĕшĕн пĕтĕмпех пурнăçлассишĕн тăрăшмалла пирĕн», - тенĕ Николай Федоров.
ЧРПА пресс-служба.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)