08 июня 2020 г.
Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкарти хулари сĕт заводне çитрĕ. Унта Олег Алексеевич туяну хакĕсен темине çĕклерĕ.
Сĕт-çу продукцине туса илнĕ чухне республикăра вырăнти тавартăвакансен пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, усă куракан сĕтрен 90 процентне Шупашкарти сĕт завочĕ хушма хуçалăхсенчен илсе пурăнать. Сĕт хакĕ вара çулталăк вăхăтĕнчен килет. Çулла, сăмахран, вăл чылай йÿнĕрех. Çавăнпа та ăна сутакансем самаях шар кураççĕ. Халь республикăшăн тĕп вырăнта фермер хуçалăхĕсем тăраççĕ, хушма хуçалăх тытакансене валли вара пулăшу çук.
«Ман шутпа, хушма хуçалăхсене пулăшу парса тăни, уйрăмах сĕт нумай вăхăтра,тĕрĕс пулать»,- пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Олег Николаев. Паянхи кун валли финанс тата ялхуçалăх министерствисенче пулăшу пама май тупрĕç.
И. СЕРГЕЕВ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)