08 июня 2020 г.
Çак эрнере Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хушнипе Сĕнтĕрвăрри районне Чăваш Ен оперативлă штабĕ çумĕнче ĕçлекен коронавируспа кĕрĕшекен ĕç ушкăнĕ çитрĕ. Кунта ирттернĕ ларура инфекципе кĕрĕшес мелсене сÿтсе явнă хыççăн, йĕркеленĕ ушкăн
Сĕнтĕрвăрринчи суту-илÿ объекчĕсене рейдпа тухрĕ. Ĕç ушкăнне Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алевтина Федорова ертсе пычĕ.
Ларăва район пуçлăхĕ Николай Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников, район прокурорĕ Сергей Афанасьев тата оперативлă штаб пайташĕсем хутшăнчĕç.
Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕ валли Сĕнтĕрвăрри районĕнче коронавируспа 47 çын чирленĕ. Вĕсенчен 34-шĕ сывалнă. Палăртнă куна больницăра 9 çын выртать, 4 çын килте сывалас тенĕ. Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа районта 13 ушкăн ĕçлет, вĕсен шутне район тĕп больницин, ШЕМ пайĕн тата район администрацийĕн ĕçченĕсем кĕреççĕ. Ушкăнсем граждăнсемпе организацисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче 92-мĕш номерлĕ указĕ мĕнле пурнăçланнине тĕрĕслесе тăраççĕ, йĕркене пăсакансем çине протоколсем çыраççĕ.
Ĕç пуçланнăранпа районта 30 акт тата 36 протокол пухнă, граждăнсем 42 ăнлантару хучĕ çырнă, вĕсемпе 5333 калаçу ирттернĕ. Эрнере икĕ хутччен ушкăнсем район предприятийĕсен проходнойĕсенче ĕçлеççĕ, обществăлла транспортра вара тĕрĕслев кашни кунах иртет. Çаплах районта пурăнакансем маскă режимне пăхăннине те кунсеренех тĕрĕслеççĕ.
Район администрацийĕн пуçарăвĕпе «Районти выльăх-чĕрлĕх чир-чĕрĕпе кĕрĕшекен станци» ĕçченĕсем тĕп парк, Коновалово микрорайонти парк, «Макарий» рынок умĕнчи лапама, Культура лапамне тата Çветтуй-Троицăпа Турă Амăшĕн Хусан турăшĕ ячĕпе хисепленекен чиркÿсен умĕнчи лапамсене дезинфекциленĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников районта 73 волонтер ĕçленине палăртрĕ. Халăха пĕлтерсе тăма район администрацийĕ вăхăтрах çĕнелсе тăракан информаци вырнаçтарать. Унта район тата ял е хула хутлăхĕсем валли актуаллă хыпарсене кĕртеççĕ (миçĕ çын чирленĕ, сывалнă е сăнав айĕнче тăрать).
Йышăннă мерăсен темине район прокурорĕ Сергей Афанасьев, Чăваш Республикин Çĕрпÿ районĕнчи потребительсен прависемпе ăнăçлăхне сыхлас сферăри Федераллă служба управленийĕн тĕп эксперт-специалисчĕ Ольга Смирнова, районти Н.А. Геркен ячĕллĕ тĕп больницăн тĕп врачĕ Маргарита Николаева тата районти Шалти ĕçсен министерствин уйрăмĕн полици участковăй уполномоченнăйĕсемпе тата çула çитмен ачасемпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи Алексей Итальев çĕклерĕç.
Лару ĕçне Алевтина Федорова пĕтĕмлетрĕ. Вăл залра пухăннисене ĕçленĕшĕн тав турĕ, анчах ĕç хальлĕхе вĕçленменнине палăртрĕ. Çавăнпа малашне те тимлĕх çухатмасăр, йышăннă мерăсене пăхăннине çирĕп тĕрĕслеме ыйтрĕ.
И. ДЕРЮЖИН.