Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăш капиталне пĕрремĕш ачашăн та тÿлĕç

25 мая 2020 г.

Нумаях пулмасть, Раççей Президенчĕ Владимир Путин чир-чĕр сарăлнă тапхăрта халăха пулăшас тĕлпе йышăннă мерăсем пирки пĕлтернĕ.

Çапла майăн 3 çултан пуçласа 16 çула çитмен ачаллă çемйесене çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕр хутчен 10 - шар пин тенкĕ тÿлемелле. Раççей статистики пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнă çĕре пирĕн çĕршывра 22 миллион та 700 пин çемье пурăннă.

Çемье йышлă пулнине палăртса ĕлĕк «Кашни сак çинче çичшерĕн» сăмахçаврăнăшĕ кăларнă. Шел пулин те паян ĕç-пуç урăхла. Енчен те ĕмĕр пуçламăшĕнче çамрăк мăшăрсем пĕрер ача çуратнипех çырлахнă пулсан, 2010 çулсен çурринчен вара Раççейре икĕ ачаллă çемьесем йышланни курăнать. 2007 çулта амăшĕн капиталне тÿлеме пуçлани демографири лару-тăрăва чылай лайăхлатнă. Программăна 2002 çулхи çырав кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе тĕпченĕ хыççăн йышăннă. 2012 çулта регионсем амăшĕн капиталне хушса тÿлеме йышăннă. Вунă çул хушшинче çĕршывра 20-25 процент ытларах ача çуралнă.

Кăçал çуркунне амăшĕн капиталĕпе усă курассине анлăлатнă. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. Путин алă пуснă саккун акă мĕн палăртать: документ вăй илнĕ хыççăн çемьери пĕрремĕш ача çуралнăшăн та укçа-тенкĕ парĕç. Çавăн пекех, иккĕмĕш ача çуралсан ача амăшĕн капиталĕ 150 пин тенкĕ хушăнать. Пĕрремĕш пепкешĕн патшалăх 466 617 тенкĕ, иккĕмĕш ачашăн вара 6166 17 тенкĕ тÿлет. Программа 2026 çулхи раштав вĕçлениччен ĕçлет.

2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 15 çула çитмен ачаллă 223 пин çемье пурăннă. Ачаллă мăшăрсем ытларах пулни палăрнă - пĕтĕм çемьерен илсен ку 45 процент пулать. Çула çитмен ачасем 156 пин çемьере ÿснĕ. Вĕсенчен 65 проценчĕ пĕр ачаллă, 30 проценчĕ – икĕ ачаллă, 5 проценчĕ - 3 ачаллă тата ытларах.

ЧĂВАШСТАТ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика