25 мая 2020 г.
Иртнĕ вырăсла кăларăмра эпир Ăстакасси ялĕнчи Культура çуртне юсани пирки каласа кăтартнăччĕ. Анчах вĕсене çĕнетес ĕç районăн ытти вырăнĕсенче те ăнăçлăн пурнăçланса пырать.
Сĕнтĕрвăрринче Ача-пăча вулавăшне тата Районти тĕп библиотека çуртне çирĕплетеççĕ, материалпа техника базине çĕнетеççĕ. Тĕплĕнрех чарăнсан кунта электропроводкă улăштарнипе урайсене çĕнетесси, обойсемпе картлашкасене улăштарни çинчен каламалла. Ĕçсем ака уйăхĕн вĕçĕнчех пуçланнă. Район культуришĕн пĕлтерĕшлĕ ĕç Шуршăлта та пырать.
Юсав ĕçĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2019 çулхи авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче кăларнă «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне пысăклатма йышăннă хушма мерăсем çинчен» Указпа килĕшÿллĕн вăхăтра пурнăçланса пыраççĕ.
И. ДЕРЮЖИН.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)