25 мая 2020 г.
Юнкун Раççей Президенчĕ Владимир Путин ялхуçалăхпа апат-çимĕç промышленнăçĕнчи лару-тăрăва сÿтсе явас тĕлĕшпе видеоçыхăну мелĕпе канашлу ирттерчĕ.
Вăл вак тата вăтам предпринимателлĕх представителĕсене хушма пулăшу парасси пирки каларĕ. «Ялхуçалăх ĕçне юратакан тата ял çынни валли ĕç вырăнĕсем тупса пама пултаракансене, паллах, тĕрлĕ енлĕ пулăшмалла. Фермерсем туса кăларакан продукцие суту-илÿ рынокĕнче вырнаçтарма пулăшас тĕллевпе уйрăм мерăсем йышăнмалла»,- хушрĕ Владимир Владимирович.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе пирĕн республикăра Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн тĕп ыйтăвĕ ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансене патшалăхăн хушма пулăшăвĕпе тивĕçтересси пулчĕ. «Ĕнесем ĕрчетес тĕллевпе выльăх-чĕрлĕх комплексĕ е ферма туса лартас ĕçĕн тăкакĕсен пĕр пайне патшалăх тавăрса парĕ»,- тесе пĕлтерчĕ республика ертÿçи.
Чăваш Ен ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ку тĕллевпе хатĕрленĕ ятарлă программăн проекчĕпе паллаштарчĕ. Министр пĕлтернĕ тăрăх, федераллă хыснаран тăкакăн 25%-не, республика бюджетĕнчен 15% саплаштарĕç. Çапла вара, 400 е ытларах ĕне пуçĕ валли комплекс тăвакан тăкакĕсен пĕр пайне федераллă бюджетран, 200 е ытларах пуç валли фермăсем тăвассин тăкакĕсене республика бюджетĕнчен тавăрса парĕç. Ларăва хутшăннисем проекта ырласа йышăнчĕç. Асăннă мерăсем хамăр кăларакан сĕт-çу продукцин калăпăшне ÿстерме май парĕç тесе çирĕплетрĕ юлашкинчен регион ертÿçи.
О. СЛАВИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)