25 мая 2020 г.
Юнкун Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе видеоçыхăну мелĕпе тĕлпулу ирттерчĕ.
«Коронавирус алхаснă тапхăр пирĕн республикăн экономика тытăмĕн тĕп структурин ĕçне-хĕлне самай улшăнусем кĕртрĕ. Çапах та, мĕне те пулсан вĕрентрĕши ку самана.»,-тесе ыйтрĕ Муркаш район хаçачĕн тĕп редакторĕ. Республикăри чылай предприяти лару-тăрăва ăнланса, производство ĕçне ситуаципе килĕшÿллĕн улăштарса ĕçлеме пуçларĕç. Тĕслĕхрен, вуншар предприяти паянхи куна медицина маскисем, халатсем, бахиллăсем çĕлеççĕ. «Лента» фабрика ку таварсене массăллă кăларас шая çитерчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» предприятин ĕçне те хăйне евĕрлĕ витĕм кĕртрĕ коронавирус чирĕ, унта дезинфекции хатĕрĕсем пысăк калăпăшпа кăларассине йĕркелерĕç тесе хуравларĕ республика ертÿçи.
Пăрачкав район хаçачĕн ыйтăвĕ коррупци çинчен пулчĕ.Тĕрлĕ проектсен пурнăçланăвне ку пулăмран мĕнле майпа сыхласа хăварма пулать-ши тесе кăсăкланчĕ журналист. «Чăн та, проектсем пурнăçа кĕнине чăн малтанхи тапхăрĕнчен пуçласа вĕçне çитиех çирĕп тĕрĕслесе пымалла. Ку ĕçре программăсене кĕрекенсен те, подрядчиксен те яваплăха çухатмалла мар. Енчен те коррупци тĕслĕхĕсене сăнанă пулсан, тÿрех пĕлтермелле. Йĕркене пăсакансене çирĕп тимлесе тăратпăр. Ман шухăшпа, вăрлаканăн тĕрмере лармалла»,- тенĕ Олег Алексеевич.
Етĕрне тăрăхĕн хыпарçи «Ял ипотеки» программăпа кăсăкланчĕ, унăн çăмăллăхĕсем çинчен тата ку тĕлĕшпе мĕнле банксем ĕçленине пĕлесшĕн пулчĕ.Регион ертÿçи паянхи куна «Россельзозбанк» çак тĕллевпе халăхпа тачă çыхăнса ĕçленине пĕлтерчĕ. Кăтартусем тăрăх, республикăра пурăнакансем асăннă банкран 700 млн.тенкĕлĕх çăмăллăх кредичĕсем илнĕ. Ытларах – кил-çурт лартас енĕпе. Палăртса хăвармалла, ку ипотекăна илес текенсем валли ятарлă проект пуххисем хатăрленĕ, унта кил-çурт мĕнле пулассин тĕп саманчĕсене уçса панă. Ялта пурăнас тата ĕçлес кăмăл тунисем валли чылай çăмăллăхсем пăхса хăвартăмăр тесе çирĕп-летрĕ вăл.
Икĕ сехете тăсăлнă калаçу вăхăтĕнче Олег Алексеевич журналистсен нумай ыйтăвĕçине хуравларĕ. Чăн та, пĕрле сÿтсе явмалли самантсем чылай пухăннă тĕлпулăва хутшăннисен, ертÿçĕн чи юратнă апат-çимĕçĕ пирки пуçласа пляж вырăнĕсем патне çулсем тăвасси çитиех тĕпчерĕç вĕсем.
О. ЕФРЕМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)