18 мая 2020 г.
Чăваш Республикинчи патшалăх реестр управленийĕ 2020 çул пĕтиччен хăй тĕллĕн ĕçлекен организацисемпе усламçăсене планланă тĕрĕслевсене ирттермелли вăхăтне тăснă.
Маларах ку ĕçсене çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен вăхăтлăха чарнă тесе пĕлтернĕччĕ.Çавăн пекех тĕрĕслев ирттермелли сăлтавĕсем сахалланă, çакна та шута илнĕ.Тĕрĕслевсем Раççей Президенчĕ, Раççей Правительстви е прокурор ыйтнипе, тата чрезвычайлă лару-тăру тухса тăрсан иртме пултараççĕ.
Çĕр законодательствине пăсни çинчен панă йышăнусене вăя кĕртес вăхăтне те тăснă. Патшалăх инспекторĕсем çителĕклĕ сăлтавсем пухса çитернĕ пулсан, административлă ĕç уçма пултараççĕ. Палăртса хăвармалла,ку тĕрĕслеве ирттерме патшалăх реестрне граждансенчен килнĕ çырăвĕ сăлтав пулма пултарать.
Плана кĕртмен тĕрĕслевсене прокуратура органĕсемпе килĕштерсе çирĕплетмелле. Ĕçсене дистанци майĕпе тата ауди-е видео-çыхăнупа ирттерме юрать.Тепĕр хут палăртса хăварар, сăлтавăн никĕсĕ тĕрĕслев валли çителĕклĕ пулмалла.
О.ЛЕБЕДЕВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)