18 мая 2020 г.
Чăваш Енре «Вĕренÿ» наци программин «Паянхи шкул» проектне пурнăçлас ĕç малалла пырать. Çапла çулталăк вĕçлениччен регионти 42 шкулта «Ÿсĕм вырăнĕ» Цифрăпа гуманитари профилĕсен вĕрентÿ центрĕсем уçăлĕç.
Çакăн йышши центрăсем вĕренÿ çурчĕсенче хушма программăсем алла илме май парĕç, талантлă ачасене аталанмалли çĕнĕ çулсем кăтартма пултарĕç.
Пĕлетĕр пулĕ, «Ÿсĕм вырăнĕ» центрсем Октябрьскинчи тата Шуршăлти вăтам шкулсенче тахçанах ăнăçлă ĕçлеççĕ. Кăçал вара çакăн йышши центрсем Кукашни ялĕнчи вăтам шкулта тата Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш номерлĕ гимназире уçăлĕç.
И. ДЕРЮЖИН.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)