18 мая 2020 г.
Вăрман уçланкисене тирпейре тытса тăни пушар сÿнтернĕ чухне килекен техника çулне çăмăллатать, кун пек лару-тăрура хаклăран та хаклă пулакан вăхăта перекетлесе çулăма иртерех сÿнтерме май парать. Климат условийĕсемшĕн пулакан пушарсен шутне те чакарать. Çавăнпа та кунти прачаксене тасатасси вăрманçăсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç.
Иртнĕ эрнере ăна Сĕнтĕрвăрри лесничествин ĕçченĕсем те ирттерчĕç. Вĕсем кунти тĕмĕскесене татрĕç, ÿкнĕ йывăç - турата илсе тухрĕç, шĕвĕр вĕçлĕ тункатасене кăларчĕç. Темĕн пулсан та кунта кĕтменлĕхсемпе тĕл пулма хатĕр. Çакăн йышши профилактикă ĕçĕсене Сĕнтĕрвăрри лесничествинче çĕвĕпех ирттерĕç.
Ю. ПОПОВ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)