18 мая 2020 г.
Ытларикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников тата район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Владимир Мустаев районти ялхуçалăхсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене ĕçлĕ çул çÿревпе çитрĕç. Вĕсем районта çурхи ĕçсем мĕнле пурнăçланса пынине тĕрĕслерĕç.
Палăртнă куна Сĕнтĕрвăрри районĕнче 2600 га тырă йышши тата çурхи культурă акнă. Ку палăртнă планран 40,5% пулать.
Ыттисенчен ытларах Тагеев М. Л. тата Федоров А. В. хресчен-фермер хуçалăхĕсенче, «Смак-Агро», «ТП Сувар-2» тата «Авангард «Çĕрпÿ беконĕ» тулли мар яваплă обществăсенче акса хăварнă.
Сĕнтĕрвăрринчи технологи техникумĕн сăнав лаптăкĕнче, «Смак-Агро», «Чебо-Милк», «Авангард» тата «Октябрьски» сĕт цехĕ» тулли мар яваплă обществăсенче,
Тагеев М. Л. хресчен-фермер хуçалăхĕнче, «Ольдеевская» Агрофирма» акционерлă обществăра 2440 га кĕрхи культура апатлантарнă. Ку пурнăçлас планран 91,5?. Районта 2528 га лаптăкра кĕрхи культурасене сÿреленĕ.
«Смак-Агро», «Чебо-Милк» обществăсенче тата Гри-горьев А. В. хресчен-фермер хуçалăхĕсенче 1500 га нумай çулхи курăка апатлантарнă (планран 31,3%). Ăна 2018 га лаптăклă çĕр çинче сÿреленĕ.
Çапла район хуçалăхĕсенче çĕрулми вăрлăхне яровизацилес ĕçе пурнăçланă: 100 тонна «Смак-Агро» обществăра, 30 тонна Федоров А. В. хресчен-фермер хуçалăхĕнче. Тепĕр 4 тонна вăрлăха Баринов Г.П. хресчен-фермер хуçалăхĕнче яровизациленĕ.
И. ДЕРЮЖИН.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)