18 мая 2020 г.
Раççей Президенчĕ регионсем умĕнче лартнă задачăсем хушшинче наци проекчĕсене пурнăçлас ĕç уйрăмах пысăк вырăн йышăнать.
Кăçалхи 4 уйăх хушшинче Чăваш Республикинче наци проекчĕсене пурнăçлама бюджетран илнĕ 1 миллиард та 575,5 миллион такакланă. Пĕлтĕрхи кăтартусемпе танлаштарсан ку 4 процент ытларах. Çакăн пирки Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Республикин финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Михаил Ноздряков пĕлтерчĕ.
Раççей Президенчĕн çу уйăхĕнче кăларнă указсенче 67 федераллă проект палăртнă. Вĕсенчен пирĕн регионта 51-шĕ пурнăçланать.
Наци проекчĕсен порталĕ ĕçлеме пуçлани пирки эпир пĕрре пĕлтернĕччĕха. Çапах та унăн электронлă адресне тепĕр хут аса илтерни вырăнлă пулĕ: https://np.cap.ru/.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)