18 мая 2020 г.
Чăваш Республикин ĕçпе социаллă аталанăвĕн министрĕ Алена Елизарова ытларикунхи канашлура ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх, республикăра коронавирус чирĕ сарăлма пуçланăранпа ĕçпе тивĕçтерекен уйрăмсенче пулăшу ыйтакансен шучĕ самаях хутшăннă. Хупăннă предприятисенче ĕçсĕр юлнисем асăннă учрежденисенче пособи илес тĕллевпе шута тăраççĕ. 12 пин тенкĕ ытларах укçана çынсене ака - çĕртме уйăхĕсемшĕн тÿлеме палăртни çинчен ĕç министрĕ çирĕплетсех каларĕ.
Çавăн пекех Алена Геннадьевна республикăри социаллă политика стратегийĕн планне уçса пачĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç тăршшĕне тăсасси. Палăртнине пурнăçлама тĕрлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. Чи кирлисен шутĕнче граждансен тупăшне пысăклатасси, чухăнлăха пĕтересси тесе пĕлтерчĕ Алена Геннадьевна.
О. СЛАВИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)