18 мая 2020 г.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин халăх патне çĕнĕ сĕнÿсемпе тухнă.Çавна май Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев канашлу ирттернĕ.
«Çу уйăхĕнчи кану кунĕсенче коронавируспа чирлисен шучĕ хутшăннине кура республикăри предприятисемпе организацисен малалла та ĕçлемелле мар йĕркене пăхăнма тивет. Ĕçлеме ирĕк панă организацисен шучĕ улшăнмасть»,- тесе пĕлтернĕ Олег Алексеевич. Ыттисем те хăйсен ĕç-хĕлне тавăрас тĕллев лартнă пулсан, хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла, санитарипе гигиена хушăвĕсене кирлĕ шайра тытса пымалла тенĕ вăл.
Çавăн пекех Олег Николаев хăйĕн указĕпе республикăра пурăнакансене уçăлса çÿреме тата уçă сывлăшра спорт хусканăвĕсем тума ирĕк панă. Паллах, асăрхануллăха çухатмалла мар, ятарлă мерăсене пăхăнса тăмалла.
Çак йышăнусем пирки Сĕнтĕрвăрринче пурăнакан таврапĕлÿçĕ, историк Юрий Терентьевич КОРОТКОВ çапла шухăшлать:
- Республикăра пурăнакансене уçăлса çÿреме тата физкультура тума ирĕк панине килĕштерсе йышăнтăм. Асăрхану йĕркисене пăхăнса, пĕр-пĕрин сывлăхĕшĕн явап-лă пулса усă курар ку йышăнупа. Чир-чĕр анлă сарăлас тапхăра чăтăмлăхпа ирттерер. Уçăлса çÿренĕ вăхăтра пĕрле икĕ çынран ытлашши пулмалла марри çинчен манса каяр мар.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)