08 мая 2020 г.
Çуркунне салтака кайма хатĕрленекен каччăсен темине эпир район хаçатĕнче унччен çĕкленĕччĕха, анчах çĕнĕлĕхсем ун патне тепĕр хут таврăнма ыйтаççĕ.
Чăваш Енре коронавирус эпидемийĕ вăй илнине пула каччăсене хĕсмете ярассипе çыхăннă мероприятисене тепĕр хутчен куçарнă. Хальхинче вĕсене çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирттерме планланă. Çакăн пирки Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăррипе Шупашкар районĕсенче ĕçлекен çар комиссариачĕн комиссарĕ Александр Кочуров пĕлтернĕ.
Пулас салтаксемпе çыхăну тытса тăрассинче те çар комиссариачĕн ĕçченĕсемшĕн çĕнĕлĕхсем пур. Çапла, призывниксем кунта чăннипех те пысăк сăлтав пулсан кăна килсе тăраççĕ. Ытти ĕçсем çыру, электронлă почта тата урăх çыхăну мелĕсем пулăшнипе пурнăçланаççĕ.
Çак эрнере каччăсене Н. А. Геркен ячĕллĕ район больницин специалисчĕсем тĕрĕслĕç. Сывлăх енĕпе хĕсметре тăма май паман çитменлĕхсем тупăнсан, паллах, каччă салтака каяймĕ. Ыттисем вара тĕрлĕ облаçре вырнаçнă чаçсем тăрăх саланĕç.
Тепĕр хут аса илтермелле, Сĕнтĕрвăрри районĕнчен çар тивĕçне пурнăçлама 30 ытла каччă тухса кайĕ.
Чаçсене çитнĕ хыççăн вĕсем икĕ эрне хушши ятарлă медицина учрежденийĕсенче карантинта тăрĕç.
И. СЕРГЕЕВ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)