08 мая 2020 г.
Район хуçалăхĕсенче çураки ĕçĕсене ирттересси малалла пырать. Фермерсемпе предприятисем чарăнмасăрах лартнă плана тултарма васкаççĕ.
Çу уйăхĕн 6-мĕшĕ валли акнă кĕрхи культурăсенчен 91,5% апатлантарнă. Вăл 2410 га лаптăклă çĕрпе танлашать. Ăна «Смак-Агро», «Чебо-Милк», «Авангард» тулли мар яваплă обществăсенче Тагеев М. Л. хресчен-фермер хуçалăхĕнче тата «Ольдеевская» Агрофирма» акционерлă обществăсенче ирттернĕ. Кĕрхи культурăсене 2528 га лаптăк çинче ирттернĕ. Пĕлтĕр çак вăхăтра ĕç чылай вăраххăнрах пынă, 58% кăна апатлантарма ĕлкĕрнĕ. Çурхи культурăсен вăрлăхне кĕлете хывса хăвармалли план – 1364 тонна. 750 тонна вăрлăха имçам сапнă.
Кĕркунне акса хăварнинчен 90% апатлантарнă. Ĕç хăйĕн вĕçĕ патне çывăх. Нумай çулхи курăксене апатлантарасси те ăнăçлă пурнăçланать. Ăна 1500 га çĕр çинче ирттернĕ (пĕлтĕр 1038 га). Хĕрÿ ĕç тапхăрĕ «Смак-Агро» тата «Чебо-Милк» тулли мар яваплă обществăсенче тата Григорьев А. В. хресчен-фермер хуçалăхĕнче пырать. Вĕсем район лартнă плана 31% таран тултарнă. Нумай çулхи курăк акнă çĕрсене 2018 га çĕр çинче ирттернĕ.
Çурхи ĕçсене ирттерме район хуçалăхĕсенче 102% (кирлинчен) тырăпа тырă йышши культурăсем хатĕрленĕ.
Кондицие çитнĕ тата тĕрĕсленĕ вăрлăх проценчĕ 95-пе танлашать. Хальхи вăхăтра минераллă удобренисен çителĕклĕхĕ 596,2 пин тонна е 85,1%. Материал хатĕрленĕ вăхăтра района удобрени илсе килес ĕç вĕçленмен.
Палăртнă кун валли районта 600 га тырăпа тырă йышши культурăсем акнă. 200 га тулă М. Л. Тагеев хресчен-фермер хуçалăхĕнче, 400 га урпа «Смак-Агро» тулли мар яваплă обществăпа Алексеев П. В. хресчен-фермер хуçалăхĕнче. Планпа килĕшÿллĕн вара 6420 га акмалла (пĕлтĕр акнинчен 97%).
Иртнĕ юнкуна районта 3350 га çĕр çинче кĕрхи суха тунă. Вĕсенчен 780 га çинче сÿрелес ĕçсем иртнĕ. Çав вăхăтрах районта 100 тонна çĕр улми яровизациленĕ.
Палăртнă куна район хуçалăхĕсен аллинче 105 тонна дизель топливипе 25 тонна бензин пур. Лартнă нормăпа килĕшÿллĕн вара пĕрремĕшне 160 тонна, иккĕмĕшне 40 тонна çитермелле.
И. ДЕРЮЖИН.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)