Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратса вулатăп

16 января 2010 г.

Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче тухнă "Пирĕн сăмах" хаçатăн кăларăмĕнче Г. Трифонова журналистăн "Пăрчăкан" ятлă тĕрленчĕкĕ кун çути курнăччĕ. Вулама та килĕшÿллĕ, шухăша яракан статья. Район хаçатĕнчи ытти кăсăклă материалсене те кăмăлтан вулатăп. А. Максимов, Ю. Иванов, А. Мусса, О. Шĕнерпи т. ыт. те поэт-çыравçăсен сăвви-хайлавĕсене тата хаçат корреспонденчĕсен пысăк ăсталăхпа çырнă статйисене вуласан ирĕксĕрех алăсем хаçат патнелле туртăнаççĕ.

Шел пулин те, çук ĕнтĕ пирĕн хушăра А. Канаш, В. Волгин, П. Вашават, Н. Тарават, В. Янкай тата вырăнти ытти поэтсем. Сăвă "йывăçĕн" хунавĕсем малашне те йышланса пырасса шанас килет.

Район хыпарçин пĕр номерĕнче шкулта вĕренекен хĕрача çапларах çырнăччĕ, "Эпир те, шкул ачисем, хаваспах хаçата çырăнса илме хатĕр, политикăсăр пуçне çамрăксем валли пĕр страница час-часах уйăрсан та аван. Çитĕнекен ăрăва хаçат ĕçне хутшăнтарсан кăсăклă пулмалла".

Эпĕ хам та район хаçатне 50 çула яхăн çырăнса илетĕп. Республикăра хамăр район хаçачĕ яланах малтисен шутĕнче пуласса шанас килет.

Виталий АРШИНОВ,

район хаçачĕн ялкорĕ.

Акшик ялĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика