16 января 2010 г.
Н. Золотницкий Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесне кĕнĕ Урхас Кушкă ялĕнче 1829 çулхи раштав уйăхĕн 3 (15)-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ пуп пулнă, Кушкă ялĕнчи Введенски чиркĕвĕнче ĕçленĕ. Вăл вырăс пулнă пулин те ытти вырăс пупĕсем пек чăвашсенчен ютшăнман, ывăлне те чăваш ачисемпе пĕрлех выляттарса ÿстернĕ. Амăшĕ Елизавета Ивановна та чăвашсемпе лайăх пурăннă.
Малтанах Н. Золотницкий Шупашкарти тĕн училищинче пĕлÿ илнĕ, унтан Хусанти тĕн семинарине вĕренме кĕнĕ. Золотницкин чиркÿре ĕçлес кăмăлĕ пулман, çавăнпа вăл çак семинарие пăрахса Хусан университечĕн историпе филологи факультетне кайса кĕрет. Кунта пулас ученăй филологи наукисен хĕвелтухăç халăхĕсен историйĕпе чĕлхисене вĕренет. Çак вăхăтра унăн чăвашсене тата ку тăрăхри ытти халăхсене пулăшас шухăш çуралать.
1851 çулта университетран вĕренсе тухать. Унăн Пенза гимназине аслă учительте ĕçлеме каймалла пулнă, анчах амăшĕ, Елизавета Ивановна, хăйĕн ывăлне уессенчи пысăк улпут тăвасшăн "çуннă". Вара çамрăк ача патшалăх пурлăхĕн Хусанти палатинче ĕçлеме тытăнать. 1854 çулта Вяткăна тухса каять, "Вятские губернские ведомости" хаçат редакцийĕнче тăрăшать. Çав çулхинех сывлăхĕ начар пирки Урхас Кушкă ялне таврăнать. Пĕр хушă пурăнсан каялла Вятка хулине тухса каять, анчах нумай ĕçлеймест, 1865 çулта сывлăхĕ хавшанипе унăн каллех тăван Урхас Кушкăнах таврăнма тивет. Тепĕр сăлтав амăшĕ чирлесе вилнипе тата маларах ашшĕ çĕре кĕнипе те çыхăннă.
Ялта пурăннă чух чăваш ачисене хутла вĕрентес тесе, Н. Золотницкий Хусана тухса каять. 1867 çулта халăх хушшинче вырăс чиркÿ тĕнне саракансен обществине йĕркелеççĕ. Çакăнта Николай Иванович чăвашла кĕнекесем кăларас тĕлĕшпе ĕçлеме тытăнать.
1871 çулхи çу уйăхĕн вун-çиччĕмĕшĕнче сывлăхĕ питех те хавшаса çитнĕ пирки инспектор ĕçне пăрахать, анчах ахаль лармасть, шкулсем валли вĕренÿ кĕнекисем хатĕрлет.
Юлашки çулсенче Николай Иванович приютра ĕçлесе пурнăçне тăсать.
Арăмĕ вилнĕ хыççăн 1878 çулта вăл пĕчченех тăрса юлать. Юлашки икĕ çул хушшинче килĕнче никам та пулманнине шута илсе ăна Е. Малов пулăшса тăрать. 1880 çулхи çу уйăхĕн 19 (26)-мĕшĕнче вара ăсчах вăхăтсăр çĕре кĕрет.
М. ВОЛКОВ,
Урхас Кушкă шкулĕнче вĕрентекен.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)