16 января 2010 г.
Иртнĕ çулта Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче 276 çамрăк гражданин çак çут тĕнчене килни çинчен хыттăн кăшкăрса пĕлтернĕ. Ку кăтарту, 2008 çултипе танлаштарсан, самай пысăкрах. Эппин, аист пирĕн тăрăха час-часах килсе çÿреме манман пĕлтĕр. Çакă вăл, паллах, демографи лару-тăрăвĕ районта ырă еннелле улшăнса пынине палăртать. Анчах та ыррипе пĕрлех хурланмалли те юнашарах çÿрет çав...
Шăпах Çĕнĕ çул уявĕ умĕн, раштав уйăхĕнче, ултă уйăх та тултарман икĕ пĕчĕк пепкен çамрăк амăшĕсем пĕрин хыççăн тепри тенĕ пек, умлăн-хыçлăнах, куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупса, тин çех кун çути курнă кăкăр ачисене хăр тăлăха хăварнă. Çак икĕ хăрушă тĕслĕх çине-çинех пулни районта пурăнакансем хушшинче чылай сас-хура çÿретрĕ. Пĕрисем каланă тăрăх, пепкесен амăшĕсем ытларах эрех-сăрапа иртĕхнĕ имĕш, теприсем çирĕплетнĕ тăрăх, вĕсем йывăр чире пула çак пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайнă, виççĕмĕшсен шучĕпе... Тепĕр тесен, мĕн сăлтава пула хăрушă вилĕм хăй аллине çавăрса илнĕ вĕсене, ăна пĕр çÿлти Турри çеç пĕлĕ, вилнисем çинчен усал калама юрамасть теççĕ. Ку вăл пирĕн ĕç те мар. Тем тесен те шăпа пÿрнинчен иртеймĕн. Халĕ мĕн пуласси пулнă ĕнтĕ, текех Ольгăпа Галина (паллă сăлтава пула ячĕсене улăштарнă) нихăçан та хăйсен пĕчĕк тĕпренчĕкĕсене хăйсен кăкрисем умне тытса ĕмĕртеймĕç, мăш-мăш сывласа выртакан пепкисем те амăшĕн йăл куллипе савăнаймĕç, унăн çемçе те ачаш аллисем пуçран юратса та ачашласа шăлнине туяймĕç. Эх мăнтарăн пурнăçĕ! Мĕншĕн кашниншĕнех тĕрлĕрен килет-ши вăл. Хĕвелĕ пуриншĕн те пĕр пекех пăхать пулин те шăпи питĕ расна килсе тухать-çке, хăшĕсем мĕн кун çути курнă самантран пуçласах телей мĕнне туйса илеççĕ те кун-çулне ырлăх-сывлăхпа ирттереççĕ, мĕн ватăлса виличченех нуша мĕнне пĕлмеççĕ. Теприсене вара пурнăç самаях тертлентерсе асаплантарать, пĕчĕклех çемçе сăпкара сиктерес вырăнне нушана кĕртсе ÿкерет.
Юлашки вăхăтра хăйĕнчен чылай çул аслă арçынпа пурăннă 32 çулхи Ольга та, тен, хăйĕн шăпи çапла килсе тухасса, ĕмĕрĕ кĕске пуласса шутламан пулĕ. 2009-мĕш çулта, çу уйăхĕнчи пĕр ăшă та хĕвеллĕ кун çуратнă ывăлне хăр тăлăха тăратса хăварасси пирки хăрушă тĕлĕкре те тĕлленмен пулĕ. Пĕчĕк Сергей те тăван амăшĕ унпа юнашар 7 уйăха яхăн çеç пурăнасса чухламан. ¤на, кунран-кун ÿссе, аталанса пыраканскере, çак пĕртен-пĕр çывăх çын яланах юнашар пулассăн туйăннă. Кунтан та хăрушши - кун çути парнеленĕ амăшĕ вилнĕ хыççăн вăл никама та кирлĕ пулман. Юрать-ха, район больницин тĕп педиатрĕ И. Майкова тата район администрацийĕн опекăпа попечительство енĕпе ĕçлекен специалист-эксперчĕ М. Логинова пепкене вăхăтра пулăшма тăрăшнă, ăна вăхăтлăха районти ача-пăча больницине вырнаçтарнă.
- Ольгăн тăван аппăшĕ Çĕнĕ Шупашкар хулинче хăйĕн çемйипе пурăнать. Вăл пĕчĕк Сергее усрава илме килĕшмерĕ. Ку çеç те мар-ха, тăван йăмăкĕн Куславкка районĕнчи пĕр ялта тата тепĕр ывăл çитĕнни çинчен пĕлтерчĕ Людмила пире. Куккук амăшĕ ăна пĕчĕклех унта пăрахса хăварнă иккен. Халĕ çак ача хăйĕн ашшĕ пулнă çын патĕнче пурăнать, кунта та татса паман ыйтусем пайтах..., - ассăн сывласа каласа парать Мария Захаровна. Çак яваплă ĕçре нумай çул хушши ĕçлет пулин те, вăл кашни телейсĕр ачан шăпишĕн пурпĕр хытă кулянни сисĕнет.
Шăпах Çĕнĕ çул уявĕ умĕн, тĕрĕсрех каласан раштавăн 29-мĕшĕнче, пĕчĕк Сергее асамлă Хĕл Мучи чăн-чăн телей парнеленĕ тейĕн. Çак кун ăна пĕр лайăх çемьене усрава илнĕ. Халĕ çичĕ уйăх тултарнă пĕчĕк Сергей виçĕ пÿлĕмлĕ хăтлă хваттерте, çĕнĕ ашшĕ-амăшĕ патĕнче хÿтлĕх тупнă. Кунта ăна пурте юратса пăхаççĕ, вăхăтра апат çитереççĕ, çи-пуçне улăштараççĕ. Типсе хытнă имшеркке пĕчĕк пепке халĕ ÿт хушма та пуçланă, унăн пĕрремĕш шăлĕсем те тухма тытăннă. Ку çемьере Сергей йĕркеллĕ çын пулса çитĕнессе хытă шанать Мария Захаровна.
...Çирĕм тăхăр çул тултаричченех куçне ĕмĕрлĕхех хупнă Галинăн ултă уйăхри ывăлĕ Иван паянхи кун та районти тĕп больницăри ача-пăча уйрăмĕнче пурăнать. Темле чир-чĕре пула лекмен вăл кунта. Унпа пĕрлех аслă пиччĕшĕпе аппăшĕ те выртаççĕ больницăра. Вĕсене те нуша илсе çитернĕ сиплев учрежденине. Амăшĕ вилнĕ хыççăн çак çемьери виççĕшĕнчен икĕ ачи хăр тăлăха тăрса юлнă тейĕн. Тĕрĕссипе каласан, тăван ашшĕ пур-ха вĕсен, вăл та халĕ ачисемпе пĕрле больницăрах выртать. Анчах та 2003-мĕш çултанпа пĕр çемьере пурăнакан упăшкипе арăмĕ вăхăтра хут уйăрманни (гражданла бракпа пурăннă ĕнтĕ) халĕ кил хуçи хĕрарăмĕ вилнĕ хыççăн чылай пăтăрмахсем кăларса тăратнă.
- Аслă хĕрачин ашшĕне палăртса çыртарнă, анчах тепĕр икĕ ачин ашшĕне палăртман, тепĕр майлă каласан, документсене вăхăтра çырман. Çавăнпа та вĕсене эпир халлĕхе тăван ашшĕне шанса параймастпăр. Вăл вара вĕсене хăйех пăхса ÿстересшĕн, халĕ документсене пуçтарма шантарать. Çакă, паллах, çемье çавăрма шутланă ытти çамрăксемшĕн те кăтартуллă тĕслĕх. Юлашки çулсенче гражданла брака суйласа илекенсем сахал мар-çке вĕсем хушшинче. Çакă вара вăл чăн-чăн çăмăлттайлăх, малашлăх çинчен шутламанни пулни куçкĕретех. Темле пулсан та, ку пурнăçра мăшăрсен пĕрлешнине те, уйрăлнине те, ача çуралнине те пĕлтерекен документсене вăхăтра хатĕрлемелле, кайран çулсем иртсен вĕсене пуçтарма питĕ кансĕр. Тата мĕн те пулин сиксе тухас пулсан ачу хăвăн пулнине те документсемсĕр ĕнентерейместĕн, вăл е ку пособие те илейместĕн, тивĕçлĕ çăмăллăхсемпе те усă кураймастăн. Çапла вара, ашшĕ-амăшĕн çăмăл-ттайлăхне, явапсăрлăхне пула ним айăпсăр ачисем шар кураççĕ, - тарăхса калаçать М. Логинова.
¤нланма пулать ăна, çак çÿлерех илсе кăтартнă икĕ тĕслĕхре кăна ун пеккисем пиллĕкĕн. Шăпах çитĕннисен айăпне пула нушаланаççĕ те вĕсем халĕ. Пĕчĕклех хăр тăлăха тăрса юлнă мĕскĕнсен малашнехи шăпи мĕнлерех пулĕ-ши.
С. КУЛИГИНА.