Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян тăрăшни - ыранхи ăнăçу

26 декабря 2009 г.

Çитес 2010 çула пирĕнтен кашниех çĕнĕ тĕллев-задачăсемпе шухăш-ĕмĕтпе ура ярса пусать. Çаксен шутне правительство шайĕнче иртекен мероприятисене активлă хутшăнасси те кĕмелле. Вĕсенчен пĕри - пĕтĕм Раççейри халăх çыравне йĕркеллĕ ирттерсе ярасси. Вăл çитес çулăн юпа (октябрь) уйăхĕнче иртесси çинчен эпир хаçат вулаканĕсене пĕлтернĕччĕ. Пĕр хушă ку мероприятие каярахри вăхăта куçарасси пирки те сăмах тухрĕ. Халĕ халăх çыравĕ малтан палăртнă пекех, юпа уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче иртесси пирки шантарсах калама пулать. Çавăнпа ĕнтĕ 2010 çул пĕлтерĕшлĕ пулма кирлĕ.  

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе ăна мĕнлерех кĕтсе илесси тата çĕнĕ çулта ку енпе мĕн тумалли тавра пычĕ те калаçу район комиссийĕн черетлĕ канашлăвĕнче. Ăна комисси пуçлăхĕн çумĕ, район администрацийĕн йĕркелÿ ĕçĕсен пайĕн ертÿçи К. Федорова ертсе пычĕ. Сăмах илекенсен шутĕнче çавăн пекех "Чăвашстатăн" районти подразделенийĕн тĕп специалист-эксперчĕ В. Никифорова, асăннă çырава районта ирттерессипе ĕçлекен уполномоченнăй Г. Гусева пулчĕç. Канашлу ĕçне, тĕпрен илсен, хула, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Вĕсен умĕнче тăракан, тĕрĕсрех, яланхиллех пур-нăçламалли задачăсем калаçтарчĕç пухăннисене. Ку шутра - уйăхсерен мониторинг ирттересси, адрес хуçалăхне йĕркелештерсе çитересси е апла тунă пулсан, йĕркелĕхре тытасси, халăх йышне учета илесси т. ыт. те. Чи пĕлтерĕшли, паллах, çыравçăсен йышне йĕркелесси, вĕсене вĕрентесси. Ку ĕçе студентсене те, ветерансене те явăçтарма май пур, çавăн пекех ытти çулсенчи çыравсенче тăрăш-нă, опыт пухнă граждансем те ытлашши пулмĕç. Çитес çулăн çурла-авăн уйăхĕсенче вара çырав умĕнхи тĕрĕслев ирттерме палăртнă.

Кăçал туса ирттернĕ хатĕр-ленÿ ĕçĕсен итогĕ те районта япăх мар. Вырăнти хутлăхсенче пурнăçланă ĕç пахалăхне регистраторсем тĕплĕ тĕрĕсленĕ, тупса палăртнă çитменлĕхсемпе мĕнпур пуç-лăхсене паллаштарнă. Районта шутлав (65), çырав (5), стационар (12), инструктор (16) участокĕсен шучĕсене те палăртнă, çавăн пекех пĕр çыравçăна вăл е ку хутлăх территорийĕнче миçе çын лекесси те паллă.

Районта пурăнакан граждансен çыравран шикленмелле, ун айккинче юлмалла мар. Кун пек тума сăлтав çук, мĕншĕн тесен çыравçăсем никамăн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне те палăртмаççĕ. Кĕскен каласан, çырав ятсăр иртет.

Канашлу вĕçне комисси членĕсем халăх çыравĕн темипе йĕркеленĕ "Манăн кил - манăн Чăваш Ен" ÿкерчĕксен конкурс итогĕсем çинче чарăнчĕç. "Пирĕн сăмах" хаçатăн иртнĕ кăларăмĕнче палăртнăччĕ, кĕçĕн çулхисен ушкăнĕнче пирĕн районти Сĕнтĕрпуç шкулĕнче вĕренекен Николай Петров иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çак çитĕнÿпе эпир ăна саламлатпăр. Мĕнпурĕ республика конкурсне Сĕнтĕр-вăрри тăрăхĕнчен 13 вĕренекен хутшăннă. Йăлтах - ялсенчи шкулсенче ăс пухакансем. Уйрăммăн илсен - Сĕнтĕрпуç, Хуракасси, Октябрьски хутлăхĕсенчен. Конкурс призерĕ тата унта хутшăннă пур вĕренекен те парнесем илĕç. Канашлура вĕсене асăннă хутлăх пуçлăхĕсем илчĕç, часах парнесем вĕсен аллинчен тава тивĕçлĕ çамрăк граждансем - халăх çыравĕн активисчĕсем патне çитĕç.

Канашлăва пухăннисем çавăн пекех 2010-мĕш çулти ĕç планне пăхса тухрĕç, комисси йышне çĕнетрĕç.

И. НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика