Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрлама тата ташлама ăста

19 декабря 2009 г.

Ю. Волина - çамрăк юрăç. Вăл кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен пуçласа И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче тата Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕпе хисепленекен музыка училищинче студентсене чăваш тата вырăс халăхĕсен юррисене юрлама тата хаклама вĕрентет.

Юлия Вячеславовна Шуршăлти вăтам пĕлÿ паракан шкулта 9 класс вĕреннĕ хыççăн Шупашкарти музыка училищинче пĕлÿ пухать. 2009 çулта вара Саратоври консерваторие хĕрлĕ дипломпа пĕтерет.

Хăйĕн çинчен Юлия Вячеславовна çапла пĕлтерет,

- Манăн кукамай, Клавдия Васильевна Конькова, юрă ăсти пулнă. Мĕн пĕчĕкренех эпĕ вăл юрланине итлесе ÿснĕ.

Юля пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухнех "Пирĕн яла таврăнсан" юрăпа пуçласа сцена çине тухнă. Турă панине тата хăйĕн ăсталăхне ÿстерес, аталантарас тесе, вăл Шуршăлти ачасен музыка шкулне вĕренме кĕнĕ, фольклор ушкăнĕпе пĕрле районта тата республикăра иртекен концертсемпе фестивальсене хастар хутшăннă.

Шкулта Юльăна музыка ăсталăхне Ирина Ивановна Ильина вĕрентнĕ. Шупашкарти музыка училищинчи фольклор уйрăмĕнче вара ăна вĕрентекенĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Людмила Валерьевна Петухова пулнă.

Музыка тĕнчинче такăр çул, пурнăçра телейпе савăнăç сунас килет сире, Юлия Вячеславовна.

Н. ИВАНОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика