19 декабря 2009 г.
Ирхи кăвак ĕнтрĕк ерипен шупкаланса сирĕле пуçларĕ. Иртнĕ эрнере çунă çумăрсем çĕре çăрса самаях чусталантарнăччĕ. Паян, акă, пылчăк катрамĕсем хытса тумхахланнă. Шыв кÿлленчĕкĕсем те çÿхе пăрпа кăчăрт пулнă. †нер çех йĕп-йĕпе, çумăр шывĕпе юхса ларакан йывăçсемпе тĕмĕсен вуллисем халĕ хытса пăрланнă. Кăшт лекнипех чанкăртатса лараççĕ. Çĕр çине çитичченех пуçĕсене кĕрхи шухă çилпе таякан типнĕ ухлĕм курăкĕпе шур тăрăллă хыт курăк та паян сас-чĕвсĕр. Çуллă сăрăпа сăрланă художникăн картининчи пĕр самант пек, тавралăх пĕр хусканусăр хытса чунсăрланнă.
Çутçанталăкăн чи кичем вăхăчĕ - хура кĕркунне шурă тумлă хĕлпе ылмашăнмалли самант çитрĕ. Тавралăхра хуллен-хуллен çĕнĕ кун ху-çалана пуçларĕ. †нер каç пулттипех пите сивĕ сывлăш çу-пăрлама пуçланăччĕ. Акă, паян çÿрçĕр енчен майĕпен шуса та пулин кăпăшка шурă пĕлĕтсем пуç тÿпинех катрамланса çитрĕç. Тепĕр самантран чăлтăр-чăлтăр юр пĕрчийĕсем шăнса кÿтнĕ çĕр çине ÿке пуçларĕç. Çĕр вĕсене хăй ытамне çупăрласа пуçтарнăран-ши юр пĕрчийĕсем хăюллансах пычĕç. Вĕсем шултралансан "çерçи тăманĕ" тухса кайрĕ. Кĕске хушăрах çĕр питне çĕнĕ сăн кĕме пуçларĕ. Таврара çав-çавах шăп-шăпăрт - канлĕ вăхăта çутçанталăк чăтăмсăррăн кĕтнĕ тейĕн.
Пирвайхи ирхи юр таврана самай шуратнăран-и ăшри кичем туйăм лăпкăлăхпа ылмашăнчĕ. Ура айĕнче пусăрăнса пыракан юр сассийĕ темĕнле кĕвĕ çеммине асилтернĕн туйăнчĕ. Таçтан вĕçсе тухнă пăрчăкан чĕтренчĕк хÿрине вĕл-вĕл тутарса сукмак çине пырса ларчĕ. "Мĕнле-ха вĕçсе каяйман ку кайăк кăнтăр енне." - мĕлтлетсе илчĕ ăшра. Ахăртнех е аманнă, е вăйсăр... Ка-нăçсăр пăрчăкан вара хÿрине вылятса хăй хыççăн малалла утма чĕнчĕ. Вăл умра, çинçе урисемпе юр çийĕн пĕр чупса, хушăран вĕçе-вĕçе илсе, малтан-мала васкарĕ, талпăнчĕ. Сивĕ юрпа ури шăннăран-ши, темиçе хут сывлăша пăр-пăр! çĕкленчĕ те, çĕр çине анса ларчĕ. Ывăнма пĕлмен хÿрипе пĕр вĕçĕм чÿхентерсе чĕвĕл-чĕвĕл (пăх-ха кунта тенĕн) сас пачĕ. Вилтăпри тĕмескийĕ тăрăх малалла чупса кайса, мрамор плита çине вырнаçрĕ. Чул çине çыпăçтарнă сăнÿкерчĕкрен чăр-чăр куçлă çамрăк хĕрарăм тинкерет, пуç тÿпине пуçтарса çыхнă кĕлте çÿçĕсем кăкăр умнелле ик енĕпе усăннă. Çутçанталăк парнеленĕ çÿç кăтрийĕсем хăлха умĕсемпе çÿллĕ çамка çине илемлĕн явăнса анаççĕ. Зина... Питех те чĕррĕн курăнатăн-çке эсĕ, çут тĕнчерен уйрăлса кайнăн та туйăнмастăн. Çав самантрах асаилÿ çăмхийĕ вăтăр çул каяллахи вăхăта, шкулта юлашки çулсем вĕреннĕ саманта илсе çитерчĕç...
Зина пирĕнтен кăшт аслăрахчĕ, саккăрмĕш класс хыççăнах Вăрнарти совхоз-техникума вĕренме кĕнĕскер, хурт-хăмăр ăстин специальноçне илсе ку тăрăха ĕçлеме килнĕччĕ. Эпир вара уроксем хыççăн тус-юлташсемпе ялти Культура çуртне ташă кружокне пуçтарăнкалаттăмăр. Килĕшетчĕ ку кружок пире. Çакăнта паллашма тÿр килчĕ те пирĕн Зинăпа. Чĕвĕлти чĕкеç сассиллĕ, йăпăр-йăпăр васкаса, çĕр çине перĕнмесĕр утнăн туйăнатчĕ вăл. Явăнса ÿсекен çÿçне вăрăм çивĕте пуçтаратчĕ. Гимнасткăсен костюмĕпе, хамăр çĕлесе тăхăннă кĕске юбкăсемпе, çăмăл чешкăсемпе чăваш ташшисене те, вырăспа ытти халăхсен ташшисене ташлама вĕренеттĕмĕр. Каярахпа ташă кружокĕ ÿснĕçемĕн "Хурăнăм, хурăн" ансамбль йĕркеленчĕ. Репетицисенче тем териех ывăнаттăмăр пулин те кăмăлсем ялан хавасчĕ, уйрăмах - Зинăн. Унăн çыпăçуллă кĕлетки ташă çеммине питĕ хăвăрт кĕретчĕ. Ташланă май хăйĕн чун илемлĕхне те кăтартма пултаратчĕ вăл. Йăпăр-йăпăр чупса, вĕçсе пыракан урисем те, акăш евĕр çемçен авăсакан хулĕпе аллийĕсем те, хăва хулли пек авăнакан кĕлетки те мĕн чухлĕ çынна тыткăнламан пуль концертсем лартнă самантсенче. ¤çта кăна çитсе курман пуль эпир тус-юлташсемпе, хамăр ансамбльпе. Пур çĕрте те хапăлласах кĕтсе илетчĕç пире...
Кĕçех Зина ялах качча тухрĕ. Юратнă упăшкипе туслă та телейлĕ çемье çавăрчĕç. Умлăн-хыçлăнах хĕрачасем çуралчĕç. Пĕчĕк ачасем пулнине пăхмасăр пур çĕрте те ĕçлеме ĕлкĕретчĕ Зина. Ялхуçалăх предприятийĕнче вăл тума пĕлмен ĕç пулман тесен те юрать. Кирек епле ĕçе те çав тери тĕплĕн те типтерлĕ тăватчĕ. †çĕн мелне пĕлетчĕ, ăна шалтан туйса тăратчĕ, пур çĕрте те пуçарулăх кăтартатчĕ. Ялхуçалăх ĕçĕ çăмăл мар, çапах та пур йывăрлăха та çĕнтермешкĕн çамрăк хĕрарăмăн чун хавалĕ çитетчĕ. Вăл пĕр вырăнта ĕнтĕркесе ларнине никам та курман, мĕншĕн тесен вăл яланах ĕçре. Килĕнче те типтерлĕхпе çыпăçулăх хуçаланатчĕ, хĕрĕсене те ĕçчен те хастар пулма вĕрентетчĕ. Зина тăрăшнипех вĕсем мăшăрĕпе çĕнĕ пÿрт çĕклерĕç, чăх-чĕп вĕçсе каçмалла мар карта-хапха тытса çавăрчĕç. Ларса канма пĕлмерĕ, пĕр вĕçĕм, пăрчăкан пек, ялан таçта васкарĕ. Пур çĕре те ĕлкĕресшĕн, пур ĕçе те пур-нăçласшăн пулчĕ-ши Зина. Е пурăнма васкарĕ-ши. Е чунĕ сисрĕ-ши усала. Çакна халь никам та пĕлмест. Зина хăй те çакăн çинчен калаймĕ. Çĕнĕ çул çитес умĕн каçхи сменăна васканă чухне йывăр Камаз унăн пурнăçĕн çулне пÿлнĕ. Çук халь пирĕнпе юнашар хĕр-тус. Анчах ун чĕвĕлти сасси те, васкаварлă утти те куç умĕнчех.
Вилтăпри çинчи мрамор плита тăрринче ларакан пăрчăкан хÿрине вĕл-вĕл чĕтретсе каллех сас пачĕ. Асаилÿсен çăмхийĕ вĕçне çитнине пĕлтерсе, вăл çÿле çĕкленчĕ те илемлĕ сасă кăларса, çуначĕсемпе сывлăш хумне асамлăн уçса, куçран çухалчĕ.
Г. ТРИФОНОВА.