Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх яла таврăнасшăн

12 декабря 2009 г.

Октябрьски ял хутлăх пуçлăхĕ Семен Михайлович Назаров палăртнă тăрăх, ку тăрăхри ялсенче хупăнса ларакан пушă кил-çуртсем кĕçех пачах юлмĕç. Кунашкал çуртсене хула çыннисем туххăмрах куç хываççĕ, туянаççĕ те хуçалăх тытса пыма тытăнаççĕ. Хутлăх территорийĕнчи кашни ялта тенĕ пекех тупăнаççĕ кун пеккисем. Йышĕ те вĕсен пĕчĕк мар. Кĕскен каласан, халăх яла таврăнма ăнтăлать. Апла пулсан, пĕчĕк ялсен "тымарĕ" те çĕнĕ хунавсем парасшăн, малаллах аталанасшăн. Паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ çак тема калаçтарчĕ те пире асăннă ял хутлăх пуçлăхĕпе.

- Семен Михайлович, ялсенчи пушă çуртсене туянакансем çав вырăнта çуралса ÿснисемех е вĕсен хушшинче юттисем те пур.

- Унашкаллисем те, кунашкаллисем те çук мар. Хурăнъял, Акшик, Кивĕ Тукай пек ялсем тулса пыни пире савăнтарать. Çакăнпа пĕрлех халăх хуларан куçса килни кулленхи ĕç çине çĕнĕлле пăхма та хистет. Хулара пурăннă халăх ĕмĕр тăршшĕпе ялта пурăнакансенчен уйрăлса тăни паллă. Вăл çирĕпрех ыйтнине кура ăна юрăхлă пулма тăрăшасси мала тухать темелле. Кану вăхăтне тивĕçтерÿллĕ йĕркелесси, ытти енсене те тимлĕх уйăрасси хытах шухăшлаттарать. Ялсен малашлăхĕ çинчен сăмах пырать-çке-ха.

- Апла пулсан, ку енĕпе мĕн тума ĕлкĕртĕр-ха.

- Туса ирттернĕ ĕçсенче халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти Центр урлă вырнаçнă пилĕк çыннăн тÿпи пĕчĕк мар. Вĕсен тăрăшăвĕпе Октябрьскинчи Культура çуртĕнчи пÿлĕмсен алăкĕсене çĕнетнĕ, фойене юсанă, маччана йĕркене кĕртнĕ, ташă залне юсама тытăннă. Акшикри çакăнса тăракан икĕ кĕпере юсанă, вырăнсăр çÿп-çап куписене тасатнă тата ытти те.

- Семен Михайлович, обществăлла ĕçсенче тăрăшакансем çинчен сăмах пуçарсан, ытти ял хутлăх пуçлăхĕсем çÿп-çапа пуçтармалли площадкăсем йĕркелени пирки те сăмах пуçараççĕ...

- Ку тĕлĕшпе пирĕн курăм ыттисенчен урăхларах. Кунашкал площадкăсене çÿп-çапа михĕсене тултарса типтерлĕн илсе тухса вырнаçтарма халăх "вăранса" çитеймен пек туйăнать. Сахал мар çĕрте площадкăсем тирпейсĕрлĕх ăшне путаççĕ. Хамăрăн шухăша халех уçса палăртасах килмест, анчах эпир çÿп-çапа кашни çурт умĕнчен уйăхра икшер хут пуçтармалла тăвасшăн.

- Аван шухăш, мĕншĕн тесен халĕ халăх çÿп-çапа пач та "сортласшăн" мар, хăрăк туратне те, çумкурăкне те кăларса ывăтма ăнтăлать. Кил хуçалăхĕнче вĕсемпе тĕллевлĕ усă курсан, çÿп-çап калăпăшĕ пысăк пулас çук.

Халăх Сирĕнпе пĕр шу-хăшлă пуласса шанас килет. Эсир те вĕт вĕсен шухăш-кăмăлне ытларах чухне шута илмех тăрăшатăр. Кăçал кашни яла тенĕ пекех уявсемпе савăнтартăр...

- Кивĕ Тукайпа Хурăнъялсăр пуçне. Çуллахи, "ылтăн" кĕркуннехи тапхăрсенче ирттерме ĕлкĕреймерĕмĕр.

Çавăнпа çитес çул вĕсен ярăмне иртерех пуçласшăн. Халăха килĕшет çапла туни, вăл хăех ыйтать, пулăшу парать. Тавах çакăншăн ăна. Кунсăр пуçне пĕрлехи йышпа чух проблемăсене сÿтсе явма та çăмăлрах, аванрах.

- Эпĕ ăнланнă тăрăх, пуçарулăх вырăнти халăхран хăйĕнченех тухать тесшĕн Эсир. Çапла-и.

- Пуçаруллă, ăнланакан çынсем кашни ялтах пур. Хăшпĕр пуçлăхсене вĕсемсĕр пурăнма ансатрах та пулĕ, анчах капла пурнăç малалла каяймĕ-çке. Вĕсене тупса палăртсан пĕрремĕш утăмне ял хутлăх администрацийĕ тутăр кăна, ыттине пултаруллăскерсем хăйсемех тăсĕç. Акă, Октябрьскинчи Аниев урамĕнчи шывпа тивĕçтерес проблемăна вырăнта пурăнакансем те тăрăшсах татса пачĕç. Мана, ял хутлăх пуçлăхне, Акшик халăхне ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерес ыйту канăç памасть. Ку енпе палăртса хунисем пур, вĕсене çитес çул пурнăçа кĕртме çине тăрсах тăрăшăпăр.

Пуçарулăх çинчен калас пулсан, Шупкара пурăнакансене палăртмалла, тирпей-илемлĕх ыйтăвне хăйсемех тимлĕх уйăрма ăнтăлаççĕ. Нумаях пулмасть хутлăх администрацийĕ çумĕнчи ятарлă комисси шăпах çак яла тирпей-илем тĕлĕшĕнчен тĕрĕслерĕ, актсем те çырма тиврĕ унăн. Черетре - ытти ялсем.

- Семен Михайлович, атьăр-ха кашни ялти пуçаруçăсене ятранах асăнар. Вĕсем ырă улшăнусен "çăлтăрĕсем" пулма кирлĕ-çке.

- Тĕрĕс сăмахсем. Акă, Октябрьски салипе манăн В. Илюшкина пенсионеркăна тата унăн Юрий ывăлне тав сăмахĕ калас килет.

Октябрьски больницинче аслă медсестрара тăрăшакан Р. Макарова Шупка пуласлăхĕшĕн, илемĕшĕн ка-нăçсăрланать. Акшикре В. Морозов пенсионер обществăлла ĕçсенче пит хастар. Туппай Ĕсмĕлте В. Мастьянов депутат, В. Белебенцев пенсионер, В. Патеров водитель ("Васкавлă пулăшу" системинче), Кивĕ Тукайра Н. Зарубина (Октябрьскинчи Культура çурчĕн заведующийĕ), Хурăнъялта С. Зорин, В. Васильев, Малти Пукашра И. Федорова (ФАП заведующийĕ), А. Степанов предприниматель тата ыттисем те активлăх кăтартаççĕ. Тепĕр чух манăн мĕнпур проблемăнах курма май килмест. Вĕсем пĕлеççĕ, кураççĕ, татса памалли сĕнĕвĕ-канашлăвĕ те ал айĕнчех темелле.

Вырăнти "Октябрьский" ялхуçалăх предприятийĕ (ертÿçи М. Тагеев) ĕçлесе кайни, Октябрьски райповĕн (ертÿçи Р. Почемов) ĕçĕ-хĕлĕ аталансах пыни те пирĕн ял хутлăхĕшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем нихăçан та пулăшусăр хăвармаççĕ.

И.НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика