Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха пĕлÿ илме условисем пур

12 декабря 2009 г.

Районти шкулсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнĕвĕсемпе кăтартăвĕсем çинчен эпир сире, хаклă вулакансем, район хаçатĕнче пĕлтерсех тăратпăр.Хальхинче те, çак эрнере, "Пирĕн сăмах" хаçатăн корреспонденчĕсем Октябрьски тăрăхĕнче пулчĕç. Çавна май ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула кĕмесĕр иртме пултараймарĕç. Кунта вĕсем шкул директорĕпе, Геннадий Петрович Григорьевпа, тĕл пулчĕç. Акă мĕн каласа пачĕ вăл асăннă вĕрентÿ учрежденийĕ çинчен,

- Пирĕн шкул ресурслă центр шутланать. Пĕлтĕр шкулта 345 вĕренекен пĕлÿ илнĕ пулсан, кăçал вĕсен шучĕ тата та ÿснĕ - 363 ачана çитнĕ. Пурĕ 17 ялтан пĕлÿ пухма çÿреççĕ. Вĕсенчен 200 вĕренекене шкула автобуспа илсе çитерме тăрăшатпăр.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пирĕн шкул Чăваш Республикин Президенчĕн грантне илме тивĕçлĕ пулнă. Çак майпа çĕнсе илнĕ укçапа эпир шкулăн пурлăхпа техника базине пуянлатнă, аталантарнă çĕрте усă куртăмăр. Ачасем валли те, кашни вĕрентекен валли те усă курма классене компьютерсем илсе ларт-рăмăр.

Пирĕн шкул кадет юхăмĕн программине те хутшăнать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче кадет класĕн пирвайхи кăларăмĕ пулчĕ. Вĕсенчен 60 : малалла аслă пĕлÿ илме республика шайĕнчи институтсемпе университетсене анчах мар, Раççейри аслă пĕлÿ паракан тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсене кĕнĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче те кадет класĕнче 23 ача вĕренет. Вĕсем тĕрлĕ конференцисемпе конкурссене, ăмăртусемпе олимпиадăсене активлă хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.

Çак кăтартусенче ачасемпе вĕсен вĕрентекенĕсен анлă пĕлĕвĕпе тăрăшулăхĕ курăнать.

Шкулта пурĕ 37 вĕрентекен. Вĕсем пурте пĕрремĕш тата аслă категориллĕ. Вĕсенчен Г. Яковлева, О. Арсентьев, Г. Солина, В. Кураков нумай çул хăйсен пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă. Çамрăк специалистсем те пур пирĕн шкулта. Вера Павловна Николаевăна уйрăммăн асăнса хăварас килет. Вăл шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ. Вера Павловна тăрăшнипе эпир республикăри "Вĕрентÿ системинче пуçарулăх кăтартасси" программăна хутшăнса, 300000 тенкĕ çĕнсе илме пултартăмăр. Çав укçапа технологи кабинетне аталантарас тата пуянлатас çĕрте усă куртăмăр. ¤на валли слесарьпе токарь станокĕсем, çĕвĕ машини тата тĕрлĕ инструментсем туяннă.

Çапла, пирĕн шкула çÿрекен ачасен тарăн пĕлÿ илмешкĕн пĕтĕм условисем пур.

О. ПЛОТНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика