12 декабря 2009 г.
Акă, эпĕ пиллĕкĕмĕш класа çитрĕм. Кăçалтан пирĕн кашни предметпах хăйĕн вĕрентекенĕ пур. Ытларах пире пурне те литература урокĕ килĕшет.
Пирĕн шкулта библиотека та пур. Кунта ĕçлекен Маргарита Валентиновна пире яланах ăшшăн кĕтсе илет, кирлĕ кĕнекесене тупса пама тăрăшать. Шкула эпĕ ăс пухма кăмăлтан çуретĕп. Пирĕн шкулта питĕ лайăх. Эпĕ уншăн савăнатăп тата лайăхрах вĕренме тăрăшатăп.
В. АРТЕМЬЕВА,
Сĕнтĕрвăрри хулинчи тĕп шкулта
5 "б" класра вĕренекен.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)