12 декабря 2009 г.
Çуркуннепе кĕркунне, çуллапа хĕлле - миçе çухрăм утăмлаççĕ пуль хулпуççи урлă тĕрлĕ хыпар-хăнарлă йывăр сумка çакнă почтальонсем. Хăш чухне йĕпе-сапаллă, çумăрлă е куç уçмалла мар çил-тăманлă çанталăкра ырă килхуçи хăй йыттине те килкартинчен урама кăлармасть, почтальонăн вара ниме пăхмасăр хăйĕн участокне çаврăнса тухмаллах. Çулĕ те вĕсен пускиле кайнă пек çывăх мар. Ирхине килтен почта уйрăмне, унтан участокри кашни кĕтессе кĕрсе тухса киле каялла таврăннă тĕле хура кĕр кунĕсенче тĕттĕмленсе те çитет, утса тухнă çулĕ çирĕм çухрăмран каçать.
Октябрьскинчи почта çыхăну уйрăмĕ пурĕ çичĕ ялта пурăнакансене тĕрлĕ тивлетсем парса тăрать, çав шутра хаçат-журналпа та тивĕçтерет. Ку çеç те мар. Вера Леонидовна Карасьева ертсе пыракан çыхăну уйрăмĕнчи Светлана Андреева, Валентина Патерова, Эльвира Фомина, Луиза Смирнова, Людмила Васильева почтальонсем 50-60-шар пенсионера пенси укçине килĕсенех çитерсе параççĕ. Кунсăр пуçне вĕсем пенсионерсене пĕр хут çеç паракан пособи, çамрăк амăшĕсене - ача пособийĕсем те валеçеççĕ. Хăшпĕр киле укçа йăтса икшер-виçшер хут та çитме тивет. Çапах та юратса пурнăçлакан ĕç пирки ÿпкелешмеççĕ кунта ĕçлекенсем. Юрату хире-хирĕç тенĕ пек, участокĕсенчи çынсем те вĕсене кăмăллаççĕ. Уйрăмах 75-80 çултан каçнă ватăсем. Почтальонсене вĕсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Сĕнтĕрвăрринче тухса тăракан "Пирĕн сăмах" хаçатăн шăматкунхи кăларăмĕсенче сăнланнă районти хыпар-хăнарсене пĕрре ларсах вуласа тухаççĕ. "Вĕсен шутĕнче Лидия Мосоловăпа Сергей Ириткова, Лидия Федоровăпа Виталий Аршинова, Геннадий Трофимовпа Гурий Иванова, Зинаида Лютинăпа Галина Сидяковăна тата Николай Капитонова асăнас килет, - теççĕ кăмăлтан С. Андреевăпа Э. Фомина почтальонсем.- Вĕсем район хыпарçине кашни çурçуллăхрах çырăнса илеççĕ". Сăмах май каласан, ку тăрăхра район хыпарçине хальхи вăхăтра Л. Смирнова почтальон хăех 100 экземпляра яхăн валеçет. Ыттисен те унран кая мар. Лайăх вуланакан хаçатсем хушшинче "Кил-çурт, хушма хуçалăх", "Хресчен сасси (Кил)" кăларăмсене палăртаççĕ Октябрьски çыннисем. Çырăнтару тапхăрĕ малалла пырать, çитес çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕнче хаçат-журналсене нумайтарах вулакан илсе тăтăр тесе, канăçсăр чĕреллĕ почтальонсем ырми-канми тăрăшаççĕ халĕ. Малашне те çитĕнÿ сунас килет вĕсене çак ĕçре.
Г. ТРИФОНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)