Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туйсем кĕрлеççĕ

12 декабря 2009 г.

Темле пулсан та ял пуласлăхĕ - çамрăксенче. Çемье çавăракан мăшăрсен йышĕ ÿсни, çавăнпа пĕрлех пĕчĕк пепкесем çут тĕнчене ытларах килни - ял малашлăхĕ пурри çинчен пĕлтерекен пулăмсем.

Юлашки вăхăтра Октябрьски тăрăхĕнче те çине-çинех туйсем кĕрле пуçларĕç. Аист та ку енче "ăнăçлă" вĕçнине палăртмалла, умлă-хыçлă тенĕ пекех пĕчĕк ачасем çуралаççĕ.

Акă, чÿк уйăхĕн вĕçĕнче кăна Васильевсемпе Иритковсен çемйисенче савăнăçлă мероприяти пулчĕ. Октябрьскинче çуралса ÿснĕ Александр Васильев хăйĕнпе пурнăç çулĕ тăрăх пĕрле утма пĕр ялтан, пĕр класрах вĕреннĕ Ирина Иритковăна суйласа илнĕ. Хĕрпе каччă Октябрьски шкулĕнче пĕлÿ пухнă, кайран иккĕшĕ те аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ, алла диплом илнĕ. Туйне вара çамрăксем вырăнти "Аниш" кафере ирттерчĕç. Хăйсен савăнăçне пĕрле пайлама туй кĕрекине тус-юлташĕсене, тăван-ху-рăнташĕсене йышлăн пуçтарчĕç. Тин çех пĕр çемьене чăмăртаннă çамрăк мăшăра çывăх çыннисем, ял-йыш ăшшăн саламласа телей те ăнăçу сунчĕç.

С. СВЕТЛОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика