12 декабря 2009 г.
Ватлăхра йывăр лару-тăрăва лекнĕ, хăйсен пурнăçĕнче çывăх çынсемсĕр тăрса юлнă ватăсем валли Октябрьски ялĕнче вăхăтлăх пурăнмалли уйрăм çурт пур. Вăл 1998 çулта кунти сиплев учреждени çуртĕнче уçăлнă. 2003 çулта вара ăна çĕнĕ çурта куçарнă. Хальхи вăхăтра кунта 15 ватă хăйсем валли хÿтлĕх тупнă. Вĕсен канлĕхне вара çак çуртăн ĕçченĕсем упраççĕ, уйрăм заведующийĕ О. Румянцева тата И. Архипова, С. Ильина, Н. Павлова тата А. Горшкова.
Вĕсем кунти мучисемпе кинемисене тунсăхлама памаççĕ. Уявсенче ватăсене шкул ачисемпе Культура çурчĕн ĕçченĕсем концертсемпе савăнтараççĕ, çуралнă кунĕсене хаваслă ирттереççĕ. Час-часах вĕсем патне Нарат Чакки чиркĕвĕнчен Иоанн атте те килет.
Ватă çынсем тĕрлĕ хаçатсемпе журналсем вулама юратаççĕ. Нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă А. Спиридонов кунта пурăнакансене çитес çулта вуласа тăма "Пирĕн сăмах" район хаçачĕн комплектне çырăнса пачĕ. Çакăн пек ырă тĕслĕх (парне) пирĕн районта татах та пуласса шанатпăр.
О. ГРИГОРЬЕВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)