07 декабря 2009 г.
Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче тата МарГТУн Сĕнтĕрвăрринчи филиалĕнче çамрăксен пултарулăхĕн регионсем хушшинчи уçă фестивальне ирттерме палăртнă.
Унăн ĕçне пирĕн республикăра пурăнакан çамрăксем çеç мар, кÿршĕри регионсенчисем те хутшăнĕç. Паянхи кун ятарлă комитет асăннă мероприятие хатĕрленес енĕпе "çанă тавăрса" ĕçлет. Фестивале хутшăнакансем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ номинацисенче кăтартма пултарĕç, "Наука", "Музыка", "Хореографи", "Арт-видео", "Фото тата дизайн", "Литературăпа журналистика".
И. ЛЬВОВ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)