07 декабря 2009 г.
Чÿк уйăхĕнче Сĕнтĕрвăрри çĕрĕ çинче 22 пепке хăйсем çутă тĕнчене килни çинчен хыттăн кăшкăрса пĕлтернĕ. 11 хĕрпе 11 каччă тепĕр икĕ теçетке çул иртсен хăйсем çемье çавăрма пултараççĕ.
Çапла вара иртнĕ уйăхра пирĕн районта 12 çемьере пĕрремĕш ача, ултă çемьере - иккĕмĕш, тăватă çемьере - виççĕмĕш ачасем çуралнă. Эппин, тата тепĕр 10 çемье амăшĕн капиталне илме тивĕç пулаççĕ.
Тĕлĕнмелле те, тин çех çуралнă 11 пепкен амăшĕсем - пĕччен пурăнакан хĕрарăмсем, пĕрин амăшĕ тата 18 çул та тултарайман. Тепĕр тесен, мĕн тĕлĕнмелли пур, ку вăл хальхи саманан тепĕр тÿнтерле пулăмĕ. Хĕрсем качча каймасăрах ача çуратасси "модăна" кĕрсе пырать тейĕн.
С. ИВАНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)